АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта спорт форумĕ пырать

10 октября 2014 г.

Шупашкарта спорт форумĕ пырать

 

Чăваш Ен тĕп хули виçĕ кунлăха спорт площадки пулса тăчĕ. Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт патшалăхĕ" V форум пынă май массăллă мероприятисем иртеççĕ. "Çăлтăрпа" зарядка турĕç, ГТО нормисене пачĕç, "Спорт пуриншĕн те" фестивале хутшăнчĕç. Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунĕ иртрĕ, спортсменсен парачĕ пулчĕ тата ытти те.

-Чăваш Республикинче юлашки çулсенче физкультурăпа спорта аталантарассишĕн аван ĕçлеççĕ. Сывлăха çирĕплетмелли условисене лайăхлатса пыраççĕ. Физкультурăпа спорта юратакансен йышĕ ỹссех пырать. Спорта тимлĕх уйăракан, сывлăхшăн тăрăшакан чи лайăх регионсенчен пĕри шутланать Чăваш Ен. Спорт объекчĕсем тумалли программăн пĕрремĕш этапĕ 2012 çултах вĕçленнĕ. Юлашки çулсенче 50 ытла спорт объектне реконструкциленĕ. Пур йышши бюджетсенчен асăннă ĕçсене пурнăçлама 5 ытла млрд. тенкĕ укçа уйăрнă. Ялсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем çынсене тивĕçтереççĕ, шкулсенчи стадионсемпе спорт залĕсене çĕнетеççĕ, хула урамĕсенче тата нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче тренажер комплексĕсем вырнаçтарнă, - тенĕ Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко.

Республикăра инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Шупашкарта Пăр керменĕ çĕкленет. Велоспорт-маунтинбайкăн регионри центрне тăваççĕ. Биатлонçăсем валли те çавнашкал спорт объекчĕ пулать. 2013 çулта республикăра пурăнакансен 45,9 проценчĕ валли спорт сооруженийĕ тунă, Раççейре ку кăтарту - 28,6 процент, Атăлçи федераллă округра - 32,9 процент.

Физкультурăпа спорта халăхăн 35,9 проценчĕ тимлĕх уйăрать (Раççейре - 27,56 процент, Атăлçи федераллă округра - 29,9 процент).

2013 çулта Чăваш Ене физкультурăпа спорта аталантарассине мала хунăшăн Раççей Правительстви "Раççей регионĕсем" номинацин премине панă. Физкультурăпа спорт ĕçне лайăх йĕркелессишĕн пыракан Пĕтĕм Раççейри конкурсра 2012 çулта иккĕмĕш вырăна тухнă чăвашсем. 2013 çулхи августăн 18-мĕшĕнче "çăлтăрпа" зарядка ирттерни "Чи массăллă ирхи зарядка" ята илме тивĕçлĕ пулнă. Шупашкар хулин кунĕнче ирттернĕ асăннă мероприятие 30 пине яхăн çын хутшăннă. Раççей тата Европа рекорчĕсен Кĕнекине кĕме тивĕçлĕ пулнă ку зарядка.

2013 çултанпа республикăри районсенче тата хуласенче Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. 2014 çултанпа Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн Сывлăх кунне уйăхсерен йĕркелеççĕ.

Шупашкар "Сывлăхлă хуласем, районсем, поселоксем" ассоциацине кĕрет.

А.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика