10 октября 2014 г.
_Preview.jpg)
Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра пурăнатпăр. Газпа хутса ăшăтакан котел кашни çемьенех халь. Ăна çулсеренех пăхтарса-тасаттарса тăратпăр. "Сирĕн хваттерĕн тĕтĕм тухмалли çулĕ хупланса пырать пулас, начар туртать вăл", - тесе асăрхаттарса хăварнăччĕ пĕринче газ операторĕсем.
Çурт тăрринчи мăрьене (шахта) тухса пăхрăмăр. Вăл пĕр çĕрте витĕр курăнать, вăхăт иртнĕ май ишĕлме, ванчăк кирпĕчсем аяла ỹкме пуçланă ĕнтĕ. "Çын е ача çине ỹксе амантассинчен турă сыхлатăр", - тесе шухăшлаттăм тăтăшах. Çуркунне вĕçен кайăксем, йăва çавăрса, чĕпĕ кăлараççĕ ун ăшĕнче. Турат, ытти ăпăр-тапăр çĕклесе тăваççĕ йăвисене. Кайран çỹп-çапĕ пĕтĕмпех вентиляци шăтăкне анса тĕтĕм тухмалли çула хупласа хурать ĕнтĕ. Çапла çын сывлăхĕшĕн наркăмăшлă сывлăш пĕтĕмпех хваттере тухма пуçлать. Юнашар хваттертисем шăрпăк чĕртес пулсан, çуртăн пĕр пайĕ сирпĕнме те пултарать паллах.
Иртнĕ кунсенче пирĕн хваттерти котел ĕçлеме чарăнчĕ. Урамра вара - сивĕ. Мăшăрăмпа иксĕмĕр тепĕр ирхине кунĕпе ĕçлерĕмĕр. Хваттере уçăлтарса тăма тунă вентиляци çулĕсенчен ултă витре ăпăр-тапăр, кирпĕч ванчăкĕсем кăлартăмăр.
"УК "Янтиковская" обществăн генеральнăй директорне Ю.Ефимова пĕлтертĕмĕр çакăн пирки.
-Пирĕн общество темиçе çул каялла кăна йĕркеленнĕ. Май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр-ха пурне те. Пĕр çын çĕр çынна юраймасть çав. "УК "Янтиковская" общество нимĕн те ĕçлемест, текенсем пур. Çавнашкаллисем хăйсемсĕр пуçне ыттисене асăрхасшăн мар. Калăпăр, халь сирĕн ыйтăва татса пама пире кирпĕч хуракансем, кран кирлĕ. Анчах вĕсем пирĕн çук, ытти организацисемпе калаçмалла. Хваттерсенче пурăнакансен те пире ăнланма, пулăшма тăрăшмалла. Подъездсенчи чỹречисене, алăксене упрамалла çынсен тата ытти те, - терĕ Юрий Алексеевич.
Вăл кирпĕч хуракансене Енĕш Нăрваш ялĕнчен чĕнсе килнĕ. "Стройсантех" тулли мар яваплăхлă обществăран вăхăтлăха кран ыйтнă.
Юрий Михайловпа Сергей Андреев малтанхи кунне виçĕ хутлă çурт тăрринчи мăрьен (шахтăн) кивĕ кирпĕчĕсене сỹтрĕç. Тепĕр кунне харсăрскерсем самантрах хăпартса лартрĕç мăрьене. Çĕнĕскер пирĕн ĕмĕре çитет ĕнтĕ. Газ тухса наркăмăшланăпăр-ши тесе, шикленмĕпĕр малашне.
Ю.Илларионов водитель кирпĕч, хăйăр, цемент турттарса килчĕ автомашинăпа. А.Алексеев рабочи растворпа, кирпĕчпе тултарчĕ кран валашкине. Е.Николаев крановщик çурт тăрринчисене парса тăчĕ ăна, Ĕç кал-кал пычĕ çав кун çурт умĕнче.
Çапла ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе виçĕ хваттерти çемьесен пурнăç хăрушлăхĕ сирĕлчĕ. Тавах вĕсене пурне те, çăмăл мар ĕçĕсем ăнса пыччăр.
А.НИКИТИНА.
Сăн ỹкерчĕкре: Ю.Михайловпа С.Андреев çурт тăрринче