АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганецсене - юбилей медалĕсем

10 октября 2014 г.

Афганецсене - юбилей медалĕсем

 

Афган вăрçи çынсен асĕнче нумайлăха юлĕ. Унти лару-тăрăва пирĕн çĕр-шыв та хутшăннă, хăйĕн çарĕсене илсе кĕнĕ. Телее, чĕрĕк ĕмĕр каялла Раççей çарсене Афганистанран илсе тухнă. Анчах унта пиншер çамрăк пуçĕсене хунă. Пирĕн район çамрăкĕсем те патшалăх хушнипе унта хăйсен интернационалла тата çар тивĕçĕсене пурнăçланă. Вуншарăн вĕсем.

Октябрĕн 4-мĕшĕнче воин-афганецсене "Афганистанра çапăçусем вĕçленнĕренпе 25 çул çитнине асра тытма" юбилей медалĕсем парса чысланă. Тăвай районĕнче пурăнакансенчен вĕсене С.В.Акимов, В.Ф.Александров, В.Н. Александров, П.Н.Александров, В.Ю.Алексеев, В.В.Алексеев, А.И.Андреев, А.П.Афонин, А.В.Ахматьев, А.И.Баданов, Г. И.Баданов, Л.С.Бараматов, Ю.В.Белов, П.И.Беляев, В.Н.Бурдасов, А.Г.Васильев, С.А.Васильев, В.А.Владимиров, Г.В.Гаврилов, В.А.Данилов, В.В.Демин, В. Ю.Егоров, А.А.Емельянов, Н. И.Жилкин, А.В.Захаров, С.В.Захаров, Г.Н.Иванов, И.Н.Иванов, Н.А.Иванов, Н.М.Иванов, Е.Г.Игнатьев, С.Н.Игнатьев, Б.А.Ильин, В.В.Ильин, Ю.Н.Ильин, В.И.Козлов, Г.Ф.Козлов, В.А.Конов, А.С.Кузьмин, О.А.Кузьмин илме тивĕç пулнă.

Юбилей медалĕ илнĕ ятпа воин-афганецсене Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов тата Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламланă, вĕсене пурнăçра та яланах малти ретре пулма, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартма, патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывма ыйтнă.

Сăн ỹкерчĕкре эсир награда илнисенчен пĕрне - Тăрмăш чиркĕвĕн настоятельне Леонид Бараматова куратăр. "Ылтăн алăллă",- теççĕ ун пирки çынсем. Халĕ вăл Чутей ялĕнче чиркỹ хăпартассипе тимлет.

И.ИВАНОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика