АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп чирĕ ан нушалантартăр

10 октября 2014 г.

 

Çынсем сывлăхне чылай тимлĕх уйăраççĕ. Тĕрлĕ чир-чĕр ытамне кĕрсе ỹкес мар тесе чылайăшĕ физкультурăпа, спортпа туслашать. Куллен чупма тухакансем пур. Теприсене тăтăшах "Аль" спорткомплексра курма пулать. Вĕсем унта волейболла выляççĕ, шыва кĕреççĕ, ытти секцисене çỹресе кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ.

Теприсем улшăнса тăракан çанталăкра ыхра-сухан çиеççĕ, сиплĕ чей ĕçеççĕ тата ытти те.

Ерекен чир (грипп) ан лектĕр тесе виççĕмĕшсем вакцина тутараççĕ. Тăвайри больницăна гриппол илсе килнĕ çак кунсенче. Хăш-пĕрисем тутарчĕç те ăна. Медицина учрежденийĕсенче ĕçлекенсем те грипран çак мелпе усă курса упранма тăрăшаççĕ.

Сывлăш çулĕсен чирĕсем нушалантарма пуçличчен Тăвайри тĕп больницăн врач-инфекционисчĕпе канашлама сĕнетпĕр. Вăл сирĕн сывлăха тĕрĕсленĕ хыççăн вакцина тума ирĕк парĕ.

Л.ЧУМЫШЕВА, врач-инфекционист.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика