10 октября 2014 г.
Кăçалхи тухăç никĕсне хывса районти çĕр ĕçлекенсем 11776 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акнă, 192 гектар çинче çĕр улми çитĕнтернĕ. Çавăн пекех выльăх апачлĕх культурăсем те тивĕçлĕ вырăн йышăннă: кукуруза 591 гектар, 862 гектар пĕр çул ỹсекен курăксем тата 827 гектар нумай çул ỹсекен курăксем хăй хальлĕн акса хăварнă.
Малтанхи даннăйсем тăрăх, районĕпе пур йышши хуçалăхра 19 пин тонна тырă, 2,6 пин тонна çĕр улми пухса илнĕ. Тыррăн вăтам тухăçĕ гектар пуçне 18,2, çĕр улмин 134,5 центнерпа танлашнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисен чи пысăк тухăçĕ "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăн - гектар пуçне 20,4 центнер. Ытти хăш-пĕр хуçалăхсем те начар мар тухăç илнĕ.
Кĕр çитсен, тĕрлĕ ĕç. Çĕр ĕçлекенсем кăçалхипе çеç мар, çитес çулхи шухăш-ĕмĕтпе те пурăнаççĕ. Çакна тĕпе хурса, килес çулхи тухăç валли 2850 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă. 2960 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. Ку ĕç çанталăк лайăх тăнă чухне, чăн та, малалла пырать.
Выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма пĕр условнăй выльăх пуçне 21,7 центнер апат единици хатĕрлесе хунă. Выльăх-чĕрлĕх фермисене,тĕпрен илсен, хĕле хатĕрлесе çитернĕ.
2014 çулхи 9 уйăхра ял хуçалăх организацийĕсенче 5088,6 тонна е 2013 çулхин 105,4 проценчĕ чухлĕ сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 3840 килограмм сĕт сунă, ку вăл пĕлтĕрхинчен 65 килограмм нумайрах. Ĕнесен продуктивлăхĕ çак хуçалăхсенче ỹснĕ: "Новый путьре" - 528 килограмм, "Красная Чувашия" ЯХПКра - 213, С.Хумышев ХФХра - 231 килограмм.
Выльăхпа чăх ашĕ пур йышши хуçалăхра чĕрĕ виçепе 1906,5 тонна туса илнĕ, умĕнхи çулхи 9 уйăхрипе танлаштарсан, ỹсĕм 1,3 процент. Ял хуçалăх организацийĕсенче вара аш хисепĕ пĕлтĕрхи шая кăштах çитеймен - 99,2 процент е пурĕ 214,2 тонна.
Мăйракаллă шултра выльăхсем пур йышши хуçалăхра 7272 пуç шутланаççĕ е иртнĕ çулхин 85,6 проценчĕ чухлĕ ку. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 2952 пуç (100,8 процент). Ĕнесем пур йышши хуçалăхра пурĕ 3417 пуç е 2013 çулхин 92,8 проценчĕ чухлĕ. Çав шутран ял хуçалăх производство кооперативĕсенче - 1297 ĕне (100,1 процент). Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче те ĕнесен йышĕ кăштах хушăннă, халĕ вĕсенче 612 пуç усраççĕ.
Выльăхсен йышне упраса хăварнипе пĕрлех аш-какай туса илессине те ỹстернĕ хуçалăхсен шутне "Акконд-агро фирма" ХАО, "Чутеевский", "Новый путь" ЯХПКсем, В.Грачев ХФХ кĕреççĕ. Сĕт туса илессипе "Акконд-агро фирма" ХАО малта. Асăннă предприятире кăçалхи 9 уйăхра пĕр ĕне пуçне 4830 килограмм сĕт суса илме пултарнă. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен В.Грачев фермин кăтартăвĕсем лайăх.
Харпăр хăй хушма хуçалăхĕсене аталанма пулăшни те пысăк усă. "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проектне ĕçе кĕртме тытăннăранпа 3909 заемщике пурĕ 455,0 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит парса пулăшнă.
Районта заемщиксен йышĕ мĕн пур кил хуçалăх хисепĕн 55,2 (республикăра вăтамран - 53,2) проценчĕпе танлашать.
Ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен техникине çулран çул çĕнетсе пыраççĕ: кăçал кăна çапла 20 единица ял хуçалăх техникипе оборудовани туяннă ("Красная Чувашия" ЯХПК, "Акконд-агро фирма" ХАО, "Родник" ООО, А.Моряков, А.Павлов хресчен-фермер хуçалăхĕсем).
Кăçал 3 фермер "Пуçлакан фермер" конкурсра çĕнтерсе грант илме тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри Г.Гурьев сурăх витине çĕнетсе юсама тытăннă, çак уйăхра вĕçлесшĕн. А.Павлов грант укçипе МТЗ-82 трактор туяннă. Н.Ильин фермер 10 ĕне илнĕ, МТЗ-82 трактор туянма шухăшлать.
"Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăра сĕт цехне пысăклатса çĕнетеççĕ, унăн смета хакĕ 30,2 млн. тенкĕ, çав шутра 22 млн. тенки - кредит укçи. Пĕтĕмпе ĕçе кĕртсен кунта талăкра 30 тонна таран сĕте ĕçлесе хатĕрлеме тытăнĕç. Кăçалах асăннă предприятире 440 пуçлăх пăру вити тума тытăнма палăртаççĕ. Смета хакĕ 38 млн. тенкĕ.
С.Илларионов фермер хуçалăхĕнче 200 пуçлăх пăру вити тăвасси малалла пырать. Смета хакĕ - 28,2 млн. тенкĕ, çав шутран кредит хатĕрĕсем 22,6 млн. тенкĕ, ытти хăйсен укçи. "Сĕте пастерлени" бизнес-планпа асăннă çемье ферми кăçал грант та çĕнсе илнĕ.
Çĕнĕ строительствăпа реконструкци ĕçĕсем О.Восторгин, С.Хумышев, С.Михайлов тата ытти хресчен-фермер хуçалăхĕсенче те пыраççĕ. Çак ĕçсенче инвестици укçи-тенкине явăçтарни пысăк усă парать.
В.ЧАЙКИН,АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ.