10 октября 2014 г.

Лайăх тухăç илнĕ кăçал Йăнтăрчăри Андрей Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕ, кĕлетсем тырăпа тулли унăн. Пуянлăх мар-и çакă çĕр ĕçлекеншĕн? Çĕр пайĕсемшĕн çынсене тырă та панă. Хальхи вăхăтра ХФХ ĕçченĕсем çитес çулхи тухăç никĕсне малалла хываççĕ. Кĕр тыррисем вăхăтра акса хăварнă, вĕсем 150 гектар йышăннă, халĕ çĕртме сухи тăваççĕ, кăпкалатса ĕлкĕреймен çĕрсене сухалаççĕ.
Акă, çапла, иртнĕ шăмат кун Алексей Иванов, Владимир Борисов, Александр Васильев (пурте Тушкилтен) механизаторсем Йăнтăрчă паркĕ çывăхĕнчи уйра пикенсех суха тăватчĕç. Пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе кал-кал ĕçленĕрен сухаламан лаптăк хăвăрт катăлса пырать. Ĕç пахалăхĕ те пурин кăмăлне те каймалла.
Асăннă механизаторсем вырмара та, ака-сухара та тăрăшулăх кăтартаççĕ. Тырă вырса çапма комбайнерсем кирлĕ пулсан, вĕсемех "хир карапĕ" çине лараççĕ, комбайна тырă пуссине илсе тухаççĕ, каçалăк пуçласа, çĕнĕ тырă çапса тĕшĕлеме тытăнаççĕ. Çулленех çапла. Маттур механизаторсем вĕсем. Алексей Игнатьевич Иванов, сăмахран, Андрей Николаевичпа çеç мар, унăн ашшĕпе те - Николай Варфоломеевич Моряковпа та, вăл "Шимкусский" совхоз директорĕ чухне, ĕçленĕ. "Пуçласа вăл мана МТЗ-50 кустăрмаллă трактор шанса панăччĕ", - аса илнĕччĕ пĕррехинче Алексей Игнатьевич. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Борисовпа чылайранпа пĕрле вĕсем. Александр Васильев вара хăй вăхăтĕнче Афган вăрçинче те пулма ĕлкĕрнĕ - 1982-1985 çулсенче. Суха кассинченех Александр Германович шăмат кун "Афганистанра çапăçусем вĕçленнĕренпе 25 çул çитнине асра тытма" юбилей медальне илме васканă райцентра. Вăл вăхăтра ăна руль умĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн Андрей Моряковăн кĕçĕн ывăлĕ улăштарнă. Çапла туслăн та пĕр-пĕрне шанса-пулăшса ĕçлеççĕ вĕсем, пулас тухăç шăпине çав шанăçпа хăпартаççĕ.
И.ГЛАДКОВ.
Сăн ỹкерчĕкре: Владимир Борисов, Алексей Иванов тата Александр Васильев механизаторсем кĕрхи хĕрỹ ĕçре - суха кассинче.