10 октября 2014 г.

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче - ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ. Уяв çывхарса пынă май вулакансене районти ял хуçалăха аталантарассишĕн вăй-халне панă Михаил Яковлевичпа Александра Николаевна Яковлевсемпе паллаштарасшăн. Телейлĕ мăшăр пурнăç çулĕпе юнашар утма пуçлани кăçал 51 çул çитрĕ. Çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхне пĕлес тесе Яковлевсемпе калаçрăмăр.
Турă çырни
кỹршĕ ялтах
Кампа ĕмĕр ĕмĕрлессине Турă этем çураличченех çырса хурать, теççĕ халăхра. Вăтаялĕнче çуралса ỹснĕ Михаил Яковлев хăйĕн Турă çырнине Кармал ялĕнче тĕл пуласса шутлама та пултарайман-тăр.
-Салтакран таврăнсан Магнитогорскри ФЗО (фабрично-заводское обучение) шкулĕнче вĕрентĕм, унтан металлурги комбинатне газовырубщик пулса ĕçлеме ячĕç. Ялта çичĕ класс çеç пĕтернĕрен пĕлỹ пухас туртăм пысăкчĕ, çавăнпа ĕçленĕ хушăрах каçхи шкула çỹреме тытăнтăм. 9-мĕш класа ăнăçлă вĕçлесессĕн отпуск илсе тăван яла килтĕм. Анне çуралнă яла, Кармала, тăвансем патне хăнана кайса курас терĕм. Каçхине тус-тантăшсемпе вăййа тухрăмăр. Çавăнта тĕл пултăм та хамăн пулас мăшăрăма. Хỹхĕм те сăпайлă хĕр тỹрех кăмăла кайрĕ,- унтанпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ пулин те, паянхи пек ас тăвать пĕрремĕш тĕл пулăва Михаил Яковлевич.
Александра Николаевна каччăн чĕрине вут хыптарнă. Темиçе каç киле ăсатсанах авланма шут тытнă вара Михаил Яковлевич.
Вăхăтпа
тĕрĕсленнĕ юрату
Анчах чап-чап уйăхĕ нумая пымасть. Пĕр-пĕринпе вăхăтлăха уйрăлма тивет çамрăк мăшăрăн.
-Вĕренсе пĕтеретĕп те киле таврăнатăп, терĕм. Кайиччен мăшăрăма: "Атте-анне маншăн - тĕнчери чи хаклă та çывăх çынсем, вĕсем кун çути парнеленĕ мана", аттепе аннене вара "ку ман арăм, унпа ман ĕмĕр ирттермелле, сирĕн хушăра урлă-пирлĕ калаçу пулсассăн ман кăмăл хуçăлĕ", - терĕм. Сивĕ сăмах илтмен, килĕштерсе пурăнатчĕç вара.
Тепĕр çулталăк вĕренсен Михаил Яковлевич тăван яла таврăнать. Çав çулах пĕлỹ илме Шупашкарти ял хуçалăх институтне çул тытать, унта вăл инженер-механик специальноçне алла илет. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Александра Николаевнăна та хăвармасть, канмалли кунсенче арăмĕн докуменчĕсене пуçтарса куçăмсăр май вĕренме кĕртет. Студент чухнех вĕсен ывăл çуралать. "Ас тăватăп-ха, ача тăхăр уйăхра чухне ăна аннепе хăварса экзамен тытма пычĕ Шура", - йăл кулăпа аса илчĕ иртнĕ кунсене М.Яковлев.
Ачисемпе
мăнукĕсем - пуянлăх
Михаилпа Александра Яковлевсен çемйи тĕвĕленнĕренпе чылай çул иртнĕ пулин те, вĕсем ĕнер кăна пĕрлешнĕ тейĕн. Юратупа килĕшỹре пурăнни телейпе çиçекен куçĕсенче, калаçăвĕнче уççăнах палăрать. Вăхăтпа тĕрĕсленнĕ юратăвĕ кунран-кун çутăрах ялкăшать. Халĕ вĕсем ăна ачисемпе, мăнукĕсемпе пайлаççĕ. Ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă Яковлевсем. Ачисем халĕ хăйсем те çемьеллĕ. "Лариса çемйипе Тăвайĕнчех пурăнать, икĕ ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем. Ираида - Мускав облаçĕнче, унăн хĕрпе ывăл ỹсет. Юрий Ярославль облаçĕнче тĕпленчĕ, ывăлпа хĕр çитĕнет вĕсен. Пурĕ çичĕ мăнук пирĕн. Пуян эпир. Час-часах килсе çỹреççĕ пирĕн пата. Темшĕн тата хамăр ачасенчен ытларах мăнуксемпе калаçас килет", - терĕ Михаил Яковлевич çумĕнче ачашшăн сĕртĕнсе çỹрекен Андрея çупăрласа.
Мăшăр кăвакарчăн пек пурăнакан Михаил Яковлевичпа Александра Николаевна тивĕçлĕ канура пулин те, ĕçсĕр ларма хăнăхман. Хуçалăха çирĕп алă тытни кашни утăмрах сисĕнет. Кирек ăçталла куç ывăтсан та пур çĕрте те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. "Юратнă мăшăрăм мана ялан тутлă апатпа сăйлать. Пирĕн килте пĕрмаях вĕри апат пур: ирхи те, кăнтăрлахи те, каçхи те. Ялан çапла пулнă та. Кун пек маттур арăма мĕнле килĕштерес мар!" - тет кил хуçи мăшăрне ырласа.
Çемьене упрамалла
Михаил Яковлевичпа пирĕн калаçу вăраха тăсăлчĕ. Александра Николаевна кил-хуçалăхра кăштăртатса çỹретчĕ. Çав вăхăтра хамăра кăсăклантаракан ыйтусене те хускатрăмăр.
-Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешекен кашни мăшăрах ĕмĕрлĕхех телейлĕ пулма ĕмĕтленет. Анчах та пурнăç вăл - кăткăс япала. Юратса пĕрлешсен те уйрăлакансем сахал мар...
-Хальхи тапхăрта юрату ăнлав улшăнчĕ пулмалла. Хăш-пĕр çамрăксем унпа ытларах выляççĕ. "Юрату" вăхăтлăх туйăм тесе шутлаççĕ пулмалла, юрату вăл туйăм анчах мар вĕт-ха. Вăл пĕр-пĕрне хисеплени те, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса килĕштерсе пурăнни те...
-Ытларах чухне уйрăлма пĕрремĕш утăм хĕрарăм тăвать. Мĕнпе çыхăннă-ши çак пулăм?
-Ман шутпа, хĕрарăмсен упăшкапа пурăннă тапхăрта нумай ыйту çуралать. Пĕрисене укçа-тенкĕ çитменни тарăхтарать, теприсене килти пурнăç условийĕсем килĕшмеççĕ. Кĕвĕçỹ те нумай сиен кỹрет. Çавна май килте харкашу пуçланать. Кун пек чухне, паллах, ыррине кĕтмелли çук, çемье арканасси те инçе мар. Çав йывăр вăхăта тỹссе ирттерме чăтăмлăх кирлĕ. Çитменлĕхсене пĕрле калаçса татса пама тăрăшмалла. Вăхăтра каçару ыйтма пĕлни те вырăнлă.
-Темшĕн халăхра çемье вучахне хĕр арăмăн упрамалла, çемьери "çанталăк" та унран кăна килет текен шухăш сарăлнă. Çаплах-ши? Çемье лавне пĕччен мар, иккĕн туртмалла теççĕ-çке-ха?
-Паллах, иккĕшĕн те çемьене упраса хăварма тăрăшмалла. Упăшкан яваплăхĕ вара тата пысăкрах.
-Вăхăта каялла тавăрма май пулнă пулсан хăвăр пурнăçра мĕн улăштарнă пулăттăр?
-Нимĕн те. Йăлт çавăн пекех хăварăттăм.
-Çемьере чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть ĕнтĕ. Вак-тĕвекшĕнех çемье арканма пултарать. Сирĕн шутпа, çемьене упраса хăварма мĕнлерех пулмалла çамрăксен? Мĕн сĕннĕ пулăттăр эсир вĕсене?
-Яваплăха туйса пĕрлешмелле, пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе пурăнмалла. Çемьере пулса иртекен пысăк мар кăлтăксемшĕнех пуçра кирлĕ мар шухăшсем явăнма пуçласан пурнăç пулмасть. Ун пек шухăшсене çĕнтерме вăй-хал çитермелле.
-Сирĕн çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
-Пĕр татăк çăкăра çурмалла пайланинче, - калаçăва вĕçлерĕ Александра Николаевна.
Чăн та, ват çын -тăват çын тесе ахаль каламан.
Михаил Яковлевичпа Александра Николаевна Яковлевсене çывхарса килекен уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тата нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр.
Яковлевсен ĕçĕ-хĕлĕ
Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче инженер-механик специльноçне алла илсенех Михаил Яковлевич Тăвайĕнчи "Советская Россия" колхозра ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче райĕçтăвкомăн ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕнче тăрăшнă. 1973_1978 çулсенче ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ пулнă. 1984 çулта Горькири партин аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн КПСС Тăвай райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулма суйланă ăна. 1986-1990 çулсенче районти агропромышленноç пĕрлешĕвĕн (РАПО) председателĕ, районти ĕçтăвком председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă. 1991 çулхи октябрьтен пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Тăвай ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Михаил Яковлевич Яковлев - Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Обществăлла ĕçсене паянхи кун та аван пурнăçласа пырать. Районти агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕ вăл.
Александра Николаевна Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсенех ăна Тăвай районĕнчи "Слава" колхоза агроном пулса ĕçлеме янă. Унтан Тăвайне механика отрядне куçнă. Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Тăрăшулăхне кура ăна вăрлăх инспекцийĕн начальникне лартнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта ĕçленĕ.
Е.НИКОЛАЕВА,ЗАГС пайĕн специалисчĕ.