10 октября 2014 г.
Культура çулталăкĕ пулнă май "2014-2020 çулсенче Тăвай районĕнче культурăна аталантарасси" программăна пурнăçа кĕртсе пынă никĕс çинче Тăвайри культурăпа кану центрĕн залĕнче районти "Солист-вокалист" смотр-конкурс иртнĕ. Унăн тĕллевĕ - эстрадăпа юрланин чи лайăх йăли-йĕркисене упрасси, юрăçсен ăсталăхне ỹстересси, творчество тата музыкăпа эстетика тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшасси.
Смотра районти информаципе культура центрĕсенчен 18 солист хутшăннă. Конкурс 3 ỹсĕм ушкăнĕ хушшинче иртнĕ.
Призлă вырăнсене çаксем тивĕçнĕ:
пĕрремĕш ỹсĕм ушкăнĕнче (18 çултан пуçласа 25 çулччен):
1-мĕш вырăна - Татьяна Константинова (Çĕнĕ Пуянкассинчи ИКЦ);
2-мĕш вырăна - Надежда Никифорова (Тăвайри ККЦ);
3-мĕш вырăна - Снежана Николаева (Йăнтăрчăри ИКЦ);
иккĕмĕш ушкăнра (25 çултан пуçласа 50 çулччен):
1-мĕш вырăна - Елена Гаврилова (Тăвайри ККЦ);
2-мĕш вырăна - Вера Абржина (Тăвайри ККЦ);
3-мĕш вырăна - Наталия Иванова (Тăвайри ККЦ).
Виççĕмĕш ỹсĕм ушкăнĕнче (50 çултан пуçласа аслăраххисем):
1-мĕш вырăна - Валентина Александрова (Тăвайри ККЦ);
2-мĕш вырăна - Римма Маркова (Тăвайри ККЦ);
3-мĕш вырăна - Елена Матросова (Тăрмăшри ИКЦ).
Куракансем кăмăлланин призне Людмила Камасева (Тушкилти ИКЦ) тивĕçнĕ.
Смотр-конкурс (фестиваль) çĕнтерỹçисемпе призерĕсене дипломсемпе тата статуэткăсемпе чысланă, тата вĕсене октябрĕн 11-мĕшĕнче культура учрежденийĕсен коллективĕсен пултарулăх сезонне уçнă вăхăтри гала-концерта йыхравланă.
Н.ЧАЙКИНА.