10 октября 2014 г.
_Preview.jpg)
Тăрмăшри культурăпа информаци центрĕнче ĕçлекен Николай Павлович Петрова никам та 65 çулта тесе каламĕ. Çамрăк чухнехи пекех вăр-вар, çаврăнăçуллă. Культура çуртĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем юбиляра çирĕп сывлăх суннă май, малашне те пĕрле ĕçлемешкĕн вăй-хал, хастарлăх пултăр, терĕç.
Николай Павлович чăн-чăн купăсçă, районта та сахал ун пек ăста вăйăçсем. Çулне пăхмасăр пирĕнпе пĕрле концертсемпе конкурссене çỹренĕшĕн тавтапуçах ăна. Çумăр çăвать-и, çил-тăман-и, пирĕн Николай Павлович хăйĕн ĕç вырăнĕнче. Çамрăклах яваплăха туйса ĕçлеме хăнăхнă, каланă - тунă. Ашшĕ, Павел Петрович, пĕлнĕ ывăлĕн кăмăл-туйăмне, вăл кĕвĕ енне туртăннине, купăс калакансем çине ăмсанса пăхнине. Анчах çемьере 8 ача, вĕсене тумлантармалла, вĕрентмелле, çитермелле. Çавăнпа та ашшĕ колхозра ĕçленисĕр пуçне кăçатă пуснă, тĕплесе те панă. Кольăна купăс туянса пама май тупнах. Йывăçран тунă пысăк та йывăр купăспа калама тăрăшсах вĕреннĕ. Чăн-чăн купăса вара 8 класс пĕтерсен, Мускава кайса ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă. Тинех кăмăл тулнă Кольăн. Çак таранччен мĕн чухлĕ туйра, ĕçкĕ-çикĕре юрлаттарса ташлаттарман-ши вăл? Шутласа кăларма та çук пулĕ.
Ятарлă пĕлỹ илес ĕмĕтпе каччă Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Салтака кайиччен ДОСААФ шкулĕнче шофера вĕренет, училищĕне пăрахма тивнĕ. Водитель правине илсен хĕсметре икĕ çул пулать, килсен нумай çул шоферта ĕçлет: колхозра та, çăкăр завочĕ тунă çĕрте те. Шкулта завхозра 10 çул ытла вăй хурать, тивĕçлĕ канăва тухсан хуралçа вырнаçать. 2005 çултанпа - культура çуртĕнче.
Вăййа тухнисем халĕ те асра. Мĕнле кăна юрă юрламан-ши? Каччăсем епле хитре те çăмăллăн ташлатчĕç. Хĕр илме хушпусем тăхăнса кайнă, чăнкăр-чăнкăр тунă вĕсем çинчи нухрат. Кассипе пуçтарăннă туй курма. Купăсçăсем те ылмашăнса тăратчĕç. Ун чухне купăс калакан чылайччĕ, халĕ ялта чăн-чăн купăсçă Николай Петров çеç юлчĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Хăй вăхăтĕнче районти купăсçăсен ансамблĕнче те вылянă. Смотрсенче пĕрре кăна мар çĕнтернĕ.
Фаина Алексеевна мăшăрĕшĕн чун апачĕ пулнине ăнланать. Ураскасси хĕрне Вăрнарти совхоз-техникума пĕтерсе ветеринари профессине алла илнĕ хыççăн Тăрмăша ĕçлеме янă. Хитре те ĕçчен пикене куç хывать купăсçă. Вĕсем 1977 çулта çемье çавăраççĕ, кил-çуртне çĕнĕ вырăнта лартаççĕ. Икĕ хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларнă ĕнтĕ. Светланăпа Таня Шупашкарта пурăнаççĕ, çемьеленнĕ. Тăватă мăнукĕ юратаççĕ кукашшĕпе кукамăшне. Хĕрĕсем иккĕшĕ те Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкартах ĕçлеççĕ, час-часах яла килсе çỹреççĕ. Николай Петровичпа Фаина Алексеевна - ĕç ветеранĕсем, тав хучĕсемпе парнесем чылай вĕсен. Кил-çурчĕ кермен пек, выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем: "Ĕçчен çыннăн ĕç ăнать", - тесе. Ку чăнах та Тăрмăшри Петровсем çинчен. Малашнехи пурнăçра та ăнăçупа телей сунатпăр сире.
Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш ялĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Николай Петров "Тăрмăш" фольклор ушкăнĕн членĕсемпе