10 октября 2014 г.
Юлашки вăхăтра ĕнесем кỹпĕнсе вилнĕ тĕслĕхсем пĕрре çеç мар пулчĕç. Хальхи вăхăтра люцерна кайăвĕ питĕ сĕтеклĕ, ăна нумай çисен выльăхăн мăн хырăмлăхĕнче газсем хăвăрт пухăнаççĕ, уйрăмах выçăлла çисен тата çийĕнчен ун хыççăн шыв ĕçсен. Ешĕл клевер çисен мăн хырăмлăх пушшех те хăвăрт кỹпĕнсе каять.
Кỹпĕнесси хăш-пĕр наркăмăшлă ỹсен-тăрансене, тĕслĕхрен, наркăмăшлă упа кĕпçине (цикута, вех ядовитый), чĕп куç курăкĕсене (лютики), безвременнике çисен те пулма пултарать. Çапла ан пултăр тесен, ирхине выльăхсене профилактика тĕлĕшпе типĕ утă-улăм çитермелле. Анчах ниепле те выçăлла çĕр улми, выльăх кăшманĕ е унăн çулçисене тата çавăн пекех пăсăлнă, шăннă е кăвакарнă апат памалла мар. Апата тăрук улăштарнипе те мăн хырăмлăхра сывлăш (газ) пухăнма пултарать.
Выльăхсене люцерна çинче çỹретес тесен, çак йĕркесене пăхăнмалла: малтанхи кун ăна хушăран хушă 10-15-шер минут, ытти кунсенче 20-25-шер минут кĕртсе çитермелле, апата кавленĕ хыççăн кăна шыв ĕçтермелле тата ытти те.
Хăш-пĕр ĕнесем тивĕçлĕ рационпа тăрантарманнине пула апат ирĕлтерекен тытăм пăсăлнипе те вăхăтран вăхăта кỹпĕнме пултараççĕ. Кирлĕ мар япаласем (çăм, çỹç, полиэтилен пакетсем, çĕтĕк-çатăк, пăта, пралук татăкĕ) çăтса янипе те апат ирĕлтерекен трактра конкрементсем пулса каяççĕ.
Мăн хырăмлăх кỹпĕнсен чи малтанах ал айĕнче мĕн пур, çавăнпа усă курмалла (нашатырь спирчĕпе, ихтиолпа, скипидарпа, нафталинпа, формалинпа, лизолпа). Нимĕн те ĕç тухмасан, икĕ литр сĕт ĕçтермелле. Ку чухнехи эмелсенчен кỹпĕннине ирттерме тимпанол (50-100 мл), сĕт кислоти (10-20 мл), чĕмере курăкĕн (чемерица) шывĕ, çунтарнă магнези тата ытти те пур. Зонд пулăшăвĕпе те мăн хырăмлăхран сывлăша (газсене) кăларма юрать, пĕр вăхăтрах мăн хырăмлăха массаж туса тăмалла, çурăм çине сивĕ шыв сапмалла, уттармалла.
Енчен те асăннă препаратсем пулăшу парса пĕтереймерĕç пулсан, мăн хырăмлăха ятарлă хатĕрпе - трокарпа шăтармалла. Ал айĕнче трокар пулмасан çĕçĕпе, шĕвĕр хачăпа, 100-150 миллиметрлă пăтапа, ыттипе те шăтарма юрать. Анчах выльăха вилес патне çитермелле мар. Ун пек выльăхăн ашĕ пусас-мĕн пулсан сутма юрăхсăр пулать.
Р.НИКИТИНА,ветстанци специалисчĕ.