10 октября 2014 г.
Республикăри журналистсен союзĕ 2014 çулшăн Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ çулленхи премийĕсене илме ĕçсене йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.
Конкурссене Журналистсен союзĕн МИХ-че, информаци агентствисенче, пресс-службăсенче, ытти медиа-тытăмра ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. 2014 çулта пичетленнĕ, теле тата радиоканалсен эфирне тухнă, информагентствăсен лентисене вырнаçтарнă, уйрăм кĕнекен кăларнă ĕçсене тишкерме йышăнаççĕ.
Преми илмелли конкурс ĕçĕсене тата документсене МИХсен редакцийĕсем тата организацисен коллективĕсем тăратаççĕ. Ĕçсене йышăнмалли юлашки кун - 2014 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ.
Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ, 7 хут, Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон (8352)66-44-51.
Çемен Элкер ячĕллĕ премие ЧАССР Журналистсен союзĕн правленийĕ 1974 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче туса хунă. Журналистсен экономика, наукăпа культура аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе çырнă, халăхăн ĕç тата çар йăлисене çутатакан, паянхи çын сăнарне ăнăçлă уçса паракан чи лайăх ĕçсемшĕн параççĕ.
Н.В.Никольский ячĕллĕ премие ЧР Журналистсен союзĕ 2012 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче туса хунă. Журналистсен чăваш хуçалăхĕн наци чĕрĕлĕвĕн, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетессин çивĕч ыйтăвĕсемпе çырнă чи лайăх ĕçсемшĕн параççĕ.
Л.И.Ильин ячĕллĕ премие ЧР Журналистсен союзĕ тата Етĕрне район администрацийĕ 2004 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче тунă. Журналистсен ял хуçалăх аталанăвĕн, ялăн социаллă пурнăçне лайăхлатассин, çут çанталăк ресурсĕсене упраса хăварассин çивĕч ыйтăвĕсемпе çырнă ĕçсемшĕн параççĕ.
В.КОМИССАРОВ.