АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Форума хутшăнма йыхравлаççĕ

07 октября 2014 г.

 

Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум пиллĕкĕмĕш хутĕнче Шупашкарта иртет.

Октябрĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра ирхине 10 сехетре Дмитрий Губерниев телеведущийпе зарядка тăваççĕ. Вĕренỹ учрежденийĕсенчи 3 пин спортсмен - вĕренекенсем, учительсем, воспитательсем хутшăнаççĕ унта.

Çакăн хыççăн Хĕрлĕ лапамра савăнăçлă лару-тăрура форума уçаççĕ. 11 сехетре спортсменсен парачĕ пуçланать. Спорт шкулне çỹрекенсем, паллă спортсменсем хутшăнаççĕ унта. Спорт талисманĕсем - Упа çури, Кăвакал чĕппи тата Çăлтăр - утаççĕ малтан. Парад хыççăн флешмоб ташлаççĕ, 800 ытла çын "ГТО" сăмаха çыраççĕ йĕркеленсе тăрса. Юлашкинчен кăмăл тăвакансем, хăйсен пултарулăхне кăтартса, ГТО нормине пама пултараççĕ. 12 сехетре Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансем старт илеççĕ. Сывă пурнăç нормине пăхăнакан 15 ытла пин çын хутшăнасса шанаççĕ унта.

Октябрĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти "Спартак" стадиона 12 сехетрен пуçласа 17 сехет те 30 минутчен спорт енĕпе хăйсен маттурлăхне кăтартма йыхравлаççĕ çынсене.

"Атте, анне, эпĕ - спортпа туслă çемье" вăйă 16 сехетре Хĕрлĕ лапамра пуçланать. 160 çемье хутшăнать унта. Çав вăхăтра "Энергия" стадионра çăмăл атлетсем те хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.

13-18 сехетсенче К.Маркс урамĕ спорт бульварĕ пулса тăрĕ. Коллективсем хăйсен спорт çитĕнĕвĕсемпе паллаштарма пултарĕç унта. Тăватă площадкăра 8-9 классенче вĕренекенсем баскетболла вылĕç. 14-17 сехет те 30 минутчен республикăра пурăнакансемпе хăнасем "Спорт пуриншĕн те" ятлă фестивальпе паллашма пултарĕç.

Форум пынă вăхăтра Республика лапамĕнче пĕтĕм тĕнчери выставкăсем ĕçлĕç.

"Республика пурнăçĕнчи спорт" ятлă сăн ỹкерчĕксен куравĕпе те паллашма пултарĕç çынсем. Тата ытти мероприятисем те пулĕç çỹлерех асăннă кун.

Октябрĕн 9-мĕшĕ - автомобильсĕр кун. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Алексей Ладыков форум пынă чухне транспорта вăхăтлăха çỹреме чарма хушу кăларнă.

А.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика