07 октября 2014 г.

Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче Раççей Афганистан республикинчен совет çарĕсене илсе тухнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнине паллă тунă. Унта пирĕн район çамрăкĕсем те хăйсен çар тивĕçĕсене пурнăçланă. Вĕсене çав ятпа Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов тата Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламланă. Воин-афганецсене юбилей медалĕсем панă. Çак наградăна тивĕçнисенчен пĕри - Сăхăтпуç çынни Владимир Данилов (сулахайран иккĕмĕшĕ). Ăна "Афганистанра çапăçусем вĕçленнĕренпе 25 çул çитнине асăнса" медаль парса чысланă.
Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Владимир Анатольевич Данилов "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăра ĕçлет. Ăна МТЗ-1221 трактор шанса панă. Асăннă техникăпа вăл выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте те, ака-сухара та çулленех аван ĕçлет, хăйне лайăх енчен кăтартать. Хăй вăхăтĕнче тăван ялĕнчи хуçалăхра та тăрăшса ĕçленĕ вăл.
Н.ЯКОВЛЕВ.