АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну турнирĕ

07 октября 2014 г.

 

Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Владимир Разинăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Ăна асра тытса иртнĕ шăмат кун футбол турнирĕ йĕркелерĕç.

Ăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Вероника Николаева хутшăнчĕç.

"Тăрмăш", "Çĕнĕ Пуянкасси", "Енĕш Нăрваш" командăсем хутшăнчĕç унта. Тăрмăшсем çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç, иккĕмĕш вырăна "Енĕш Нăрваш", виççĕмĕшне "Çĕнĕ Пуянкасси" командăсем тухрĕç.

"Турнирăн чи лайăх выляканĕ" Максим Иванов (Тăрмăш), "Чи лайăх вратарь" Владимир Дмитриев (Тăрмăш), "Чи лайăх çурма хỹтĕлевçĕ" Роман Тимофеев (Çĕнĕ Пуянкасси), "Чи лайăх тапăнса вылякан" Дмитрий Григорьев (Енĕш Нăрваш), "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ятсене Анатолий Алексеев (Тăрмăш) тивĕçлĕ пулчĕç. Çĕнтерỹçе кубокпа медальсемпе, грамотăсемпе наградăланă. Ыттисене те тивĕçлипе хавхалантарнă.

В.ПАВЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика