07 октября 2014 г.
Ватă, çулланнă çынсене Мучар ялĕнче те клуба йыхравласах Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕпе саламларĕç.
Вырăнти ял тăрăхĕн специалисчĕ Екатерина Жаркова чи малтанах ырă сунчĕ вĕсене - пенсионерсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, халĕ производствăра вăй хуракан аслă ăрури ĕçченсене. Галина Шакшина культработникпе Галина Полячихина ваттисене халалланă концерта ертсе пычĕç, вĕсем те ваттисен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç. Ача садĕнчи аслă ушкăна çỹрекенсем ытарлă сăвăсем вуларĕç, чечексем пачĕç ваттисене. Светлана Жаркова тата Долира Бурлакова вĕрентекен виççĕмĕшпе тăваттăмĕш классенчи ачасем юрăсемпе тата ташăсемпе савăнтарчĕç. Кристина Пугачева, Александра Гладкова, Алексей Паранин, йĕкĕрешсем ç Мартăпа Ксюша Лавровасем тата ыттисем те чуна тыткăнламалла юрăсем парнелерĕç. "Сударушка" ансамбль те концерт кăтартрĕ.
В.ЛАВРОВА.