07 октября 2014 г.
Районти краеведени музейĕнче ваттисен кунĕ умĕн Тĕмер ял тăрăхĕнчи ал ĕç тăвакансен "Ăста алăсен пултарулăхĕ" куравĕ уçăлнă. Унта 87 ĕç тăратнă. Вĕсен шутĕнче - тĕрлесе ỹкернĕ картинăсем, пĕчĕк минтерсем, йĕп çăмхисем, ача калпакĕсем, сĕтел çине витмеллисем... Çекĕлпе çыхнă салфеткăсем кăна 34. Чечек савăчĕсемпе тĕрлĕ чечексем нумай.
Тăвай ялĕн аял енче пурăнакансем, музее ваттисен уявне пынисем, вĕсемпе чи малтан кăсăкланса паллашнă. Уйрăмах Светланăпа Лидия Шашковасен (Кармал ялĕ), Ирина Красновапа Галина Иванова (Тĕмер), Людмила Соколова (Вăтаяль), Елизавета Иванова, Валентина Иванова, Александра Матвеева, Галина Перлова, Милена Матвеева (Амалăх) тата ыттисен ĕçĕсене палăртаççĕ куракансем.
С.СЕРГЕЕВА.