07 октября 2014 г.

Ураскассинчи культура керменне ялти пĕтĕм ватă пуçтарăннă тейĕн. Пĕр-пĕринпе шỹтлеççĕ, иртнине аса илеççĕ, юрласа та илеççĕ. Ачасем пĕчĕк концерт хатĕрленĕ. Оля Николаева чăвашла юрласа, Карина Николаева сăвăсем каласа савăнтарчĕç сумлă асанне-асаттене, кукамай-кукаçине. Уяв спонсорĕ Татьяна Григорьева администратор та мероприяти çỹллĕ шайра ирттĕр тесе нумай тăрăшрĕ. Тавах ăна уншăн.
В.ГРИГОРЬЕВА, Ураскасси ялĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Нина Черновапа Нина Никифорова ĕç ветеранĕсем. Нина Лукинична сутуçăра, Нина Ивановна пуçламăш классене вĕрентсе пенсие тухнă. Иккĕшĕ те ялти хисеплĕ çынсем