07 октября 2014 г.
Çанталăкĕ сивĕ те çиллĕ пулсан та, Тăрмăш шкулне ваттисем чылайăн пуçтарăнчĕç. Чăнах та, йышпа чухне калаçмалли те, сỹтсе явмалли те нумай. Столовăйĕнчи залра хăтлă, таса, кантăксем çинче - чечексем, Л.Ивановапа Н.Андреева поварсем кăмăллă пулнăран пурте хăйсене ыррăн туйрĕç, апачĕ те тутлă пулчĕ. Юлашки çулсенче çĕнтерỹ кунне те кунта уявлатпăр.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Вероника Николаева пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Вячеслав Гаврилович Сидорова пĕчĕк парне пачĕ. Вăл Раççейре пенсионерсен хушшинче компьютерпа ĕçлессипе тупăшса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Тăрмăш ялне чапа кăларчĕ. Эпир унпа мухтанатпăр, мăнаçланатпăр.
"Октябрĕн 15-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕпе В.Путинпа тĕл пулу иртмелле", - терĕ вăл. Ватăсене уявпа саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ, хальхи пурнăçра компьютер питĕ кирлине, ун урлă нумай усăллă информаци илме май пуррине пĕлтерчĕ, шкулта пенсионерсене вĕренме занятие йыхравларĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранне, пенсионерсен канашĕн председательне Г.Н.Павлова та тимлĕн итлерĕç пухăннисем. Вăл Тăрмăшра миçе пенсионер пурăннине, вĕсен йышĕ ỹссе, пурнăç шайĕ лайăхланса пынине палăртрĕ.
Уява Л.Андреева, Е.Матросова, Т.Ялугина ертсе пычĕç. "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕ концерт лартса пачĕ. Ватăсем ыйтнипе те нумай юрă янăрарĕ, хăйсем те пĕрле шăрантарчĕç Н.Петров купăспа хавхалантарса пычĕ: юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ. Нумайччен савăнчĕç асаннесемпе асаттесем, кукамайсемпе кукаçисем. Кĕреке тулăх та пуян пулчĕ. Ватăсем те пушă алăпа килмен. В.Дмитриева кăмпăрчăкне (хворост) пурте юратса çирĕç. Акă Е.Скворцова пыл илсе пынă. В.Поликарпова - тутлă кăмпа, Н.Семенова - хĕллехи салат, В.Сидорова - пан улми т.ыт.те. С.Спиридоновапа Т.Ялугина, З.Андреева депутатсем кукăльпе, пиццăпа, кĕрхи çимĕçсемпе хăналарĕç. А.Павлова спонсорла пулăшу пачĕ.
Çулленех çак уява лайăх хатĕрленсе ирттернине палăртрĕç ватăсем. Анчах та хальхинче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин пулманни куçкĕретех. Вăл кашнинех чĕнсе кăларса ташлаттаратчĕ, пурин патне те пырса ăшă сăмах калатчĕ. Пурте пĕрле шăп тăрса чысларĕç Владимир Валериановича. "Унăн сăнарĕ яланах асра пулĕ", -терĕç.
Пурте кăмăллă юлчĕç уявпа, пире те, депутатсене, тав сăмахĕ каларĕç, татах та çакăн пек тĕл пулусем йĕркелеме сĕнỹсем пачĕç, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса килĕсене саланчĕç.
Т.ЯЛУГИНА, депутатсен канашĕн ертỹçи.