03 октября 2014 г.
Октябрĕн 4-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапамра кĕрхи ярмăркка иртет. Патăрьел питомникĕ улма йывăççи, слива, чие, черешня тата ытти тĕмсемпе хунавсем сутассине йĕркелет. Çавăн пекех харпăр хăй кил хуçалăхĕнче туса илнĕ çимĕçсене, тĕрлĕ курăк вăррисене, ал ĕç хатĕрĕсене, çимелли тата вăрлăхлăх паха сортлă çĕрулми, чĕрĕ пулă туянма пулать. Юрă-ташă та пулĕ сире валли. Пурне те хапăл туса кĕтсе илетпĕр.
Йĕркелỹ комитечĕ.