03 октября 2014 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра "Раççей чукун çулĕ" АУОра Раççейри хăвăртлăхлă тата пысăк хăвăртлăхлă çỹревĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Общество канашĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ Александр Жуков тата "Раççей чукун çулĕ" АУОн пĕрремĕш вице-президенчĕ Александр Мишарин ертсе пынă канашлăвне хутшăннă.
Унта пысăк хăвăртлăхлă "Мускав-Хусан-Екатеринбург" чукун çул магистралĕн "Мускав-Хусан" участокĕн строительствин малашлăхне сỹтсе явнă.
Ларăва уçнă май Александр Жуков пысăк хăвăртлăхлă магистраль строительстви çĕр-шывшăн экономикăн хăватлă ỹсĕмĕ пулассине, хальхи технологисене аталантарма, налук пырса кĕрессине ỹстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшассине палăртнă.
Александр Мишарин шухăшĕпе пысăк хăвăртлăхлă "Мускав-Хусан-Екатеринбург" магистарль Раççейри малашлăхлă проектсенчен пĕри.
Проектлакан "Мускав-Хусан" трасса федерацин çĕр-шыв халăхĕн 20 проценчĕ пурăнакан çичĕ субъекчĕн территорине пĕрлештерет. Магистраль Раççейĕн 12 миллионер-хулинчен 3-шне çыхăнтарать, пуйăссен хăвăртлăхне сехетре 400 километра çитерме тата пассажирсен çул çинчи вăхăтне перекетлеме май парать.
Пысăк хăвăртлăхлă "Мускав-Хусан" магистрале хута ярсан Чăваш Ен 2020 çул тĕлне 20 млрд. яхăн тенкĕ хушма тупăш илме пултарĕ, 2030 çул тĕлне - 43 млрд., Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри çĕрĕсемпе иртекен 118 километр трасса çинче Мăнал (Шупашкар районĕ) тата Полянки (Етĕрне районĕ) ялĕсем çывăхĕнче транспорт тата куçса лармалли хальхи йышши икĕ комплекс тума палăртаççĕ. Пысăк хăвăртлăхлă магистралĕн Шупашкар станцийĕ хулана çывăх пулать. Шупашкар магистарльне халĕ ĕçлекен чукун çулпа çыхăнтарма палăртнă.
(Хамăр инф.).