АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ финанс министрĕпе тĕл пулнă

03 октября 2014 г.

РФ финанс министрĕпе тĕл пулнă

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 1-мĕшĕнче Мускавра РФ финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă.

Тĕл пулура палăртнă тăрăх, Чăваш Республики Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи указĕсемпе çирĕплетнĕ мĕн пур индикатора пурнăçлать.

Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2014 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕ 3,6процент пысăкланнă. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче республика бюджетне кĕнĕ налук тупăшĕн калăпăшĕ 4,3 процент ỹснĕ. Çапла тумашкăн тухăçсăр тăкаксене чакарнă, патшалăхпа уйрăм çынсен партнерлăх механизмĕсене ĕçе кĕртнĕ. Çавна май 2014 çулта Чăваш Ен патшалăх парăмне республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕн 48,2 процентне (2012 çулта - 54,7 процент) чакарма пултарнă.

Çавăн пекех Чăваш Енĕн 2012-2013 çулсенче Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕнчен ача сачĕсен строительствипе реконструкцийĕ валли тата кĕске вăхăтлăх илнĕ, пĕтĕмĕшле виçи 3 млрд. тенкĕпе танлашакан кредитсемпе çыхăннă парăм обязательствисене виçеллĕ тăвас ыйтусене сỹтсе явнă.

"Раççей Финанс министерствипе ĕçлĕ хутшăнусем йĕркеленчĕç. Паянхи тĕл пулура Антон Силуановпа малашне çыхăну тытса ĕçлессине, çав шутра хушма пулăшу илессине пăхса тухрăмăр. Калăпăр, эпир кĕске вăхăтлăх кредитсем илнĕччĕ, халĕ вара банксен кредит ресурсĕсем çулталăкра 12,5 процент таран хакланчĕç. Республика бюджечĕ шайлашуллă, патшалăх парăмĕ хамăрăн тупăшсен 50 процент пĕчĕкрех, çавна май кăçал Чăваш Ене çулталăкри 0,1 процент виçепе бюджет кредичĕ пама йышăннă, ку вăл республикăна кулленхи тỹлевсене 5 çуллăха реструктуризацилеме май парать", - тенĕ Михаил Игнатьев.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика