03 октября 2014 г.

Пĕтĕм Тĕнчери "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум Шупашкарта çитес кĕçнерни кун (октябрĕн 9-мĕшĕ) пуçланать те, шăмат кун (октябрĕн 11-мĕшĕнче) вĕçленет. Унта тĕрлĕ çĕр-шывсенчи спортсменсем хутшăнаççĕ.
Раççей фигуристки, Сочири Олимп вăййисен чемпионки Аделина Сотникова та Чăваш Ене килме хатĕрленет.
-Эпĕ Чăваш Республикинче питĕ пулса курасшăн. Унта манăн тăвансем пурăнаççĕ. Улатăр хулинче манăн мăн асатте-кукаçи, Совет Союзĕн Геройĕ, Александр Васильевич Кочетов летчик çуралса ỹснĕ. Çавăнпа эпĕ "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум чăваш çĕр-шывĕн тĕп хулинче иртнĕшĕн питĕ савăнатăп. Унта нумай спортсмен хутшăнать. Раççейри чи лайăх спорт регионĕсен йышне кĕрĕ Чăваш Ен. Эпĕ пурне те форума хутшăнма йыхравлатăп. Пĕр çĕр-шыв - пĕр команда! Чăваш Енре тĕл пулăпăр", - тет Аделина Сотникова.
А.ИВАНОВА.