АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр эрнере Шупашкар спортсменсене йышăнĕ

03 октября 2014 г.

 

"Раççей - спорт патшалăхĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттерессипе ответлă республикăри йĕркелỹ комитетĕнче икĕ ыйту пăхса тухнă.

Асăннă мероприятие йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă финанс ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-финанс министрĕ С.Енилина пĕлтернĕ.

Ларура республикăн тĕп хулине хăтлăх кỹрес, çул-йĕре тирпейлес ыйтусене те сỹтсе явнă. "Раççей - спорт патшалăхĕ" форумпа çыхăннă çĕре яхăн баннер çакнă Шупашкарта. Вĕсене татах вырнаçтарăпăр. Çĕнĕ хула патĕнчи çул айккисене тирпейленĕ. Трактор тăвакансен проспектĕнчи çул-йĕре майлассине кĕçех вĕçлетпĕр", - тенĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ладыков.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра пурте ирхи зарядкăна пухăнаççĕ. Тăхăр сехетре регистраци пуçланать, зарядка - 10 сехетре. Зарядка хыççăн спорт парачĕ пулать. Спорт "çăлтăрĕсем" ялавсем, кубоксем йăтса тухаççĕ. Унтан Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансем старта тухаççĕ. Вун тăватă сехетре спорт бульварĕ ĕçлеме тытăнать.

"ЧР фитнес-аэробика федерацийĕ" общество организацийĕн ертỹçи О.Вербина, ЧР физкультурăпа спорт тата вĕрентỹ министрĕсем С.Мельниковпа В.Иванов та хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ ларура.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика