03 октября 2014 г.
2014 çул вĕçлениччен республикăра "Халăх асăрхавĕ" портал ĕçлеме пуçлĕ. Ку тĕлĕшпе граждансемпе Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсем электронлă майпа хутшăнмалли положение ЧР Министрсен Кабинечĕ хăйĕн 2014 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи 323-мĕш номерлĕ постановленийĕнче çирĕплетнĕ. Пĕлтернисене пăхса тухассишĕн яваплă министерствăсемпе ведомствăсен ячĕсене те кăтартса хăварнă.
"Çĕнĕ ресурс çынсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен унчченхи тытăмсемпе танлаштарсан чылай лайăхрах", - палăртнă ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен Министерствин пуçлăхĕ Валентина Андреева. Пĕрремĕшĕнчен, ресурс граждансем пĕлтернисене идентификаципе аутентификацин Пĕрлехи тытăмĕ пулăшнипе йĕркене кĕртĕ. Иккĕмĕшĕнчен, граждансене ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсем йышăнусем тунă çĕре явăçтарма май парать. Виççĕмĕшĕнчен, "Халăх асăрхавĕ" портал урлă илнĕ информацисене пăхса тухмалли чи пысăк срок - 10 кун. Тăваттăмĕшĕнчен, мобильнăй приложени пулăшнипе заявленисем памалли процедура çăмăлланать.
Çапла вара çĕнĕ интернет-ресурс пулăшнипе кирек кам та коммуналлă ыйтусемпе, çыхăнупа, социаллă сферăпа, бизнеспа, экологипе, инфратытăмпа, çул-йĕр тата çурт-йĕр тĕлĕшпе, ял хуçалăхĕпе тата ыттипе çыхăннă хăйне пăшăрхантаракан информацие республика Правительствине тỹрех ярса пама пултарать. Халăхран пырса кĕрекен пур ыйтупа хуравĕ те портал çинче пичетленĕ.
ЧР информполитикипе массăллă коммуникацисен министерстви