АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет проектне ырланă

03 октября 2014 г.

 

"Бюджета ансат мар лару-тăрура йышăнатпăр", - Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак сăмахсенчен пуçланă. Правительство республикăн 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерсе ырланă.

Бюджета 15 программа çинче никĕсленĕ. Михаил Васильевич лару-тăрăва кура тăкаксене виçеллĕ тума тăрăшмалли пирки асăрхаттарнă.

Проектпа тĕплĕн вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă. Çитес çулхи бюджетăн тупăш пайĕ кăçалхинчен 950 млн. тенкĕлĕх чакать - 33,4 млрд. тенке яхăн пулать. Тăкаксем 1,2 млрд. тенкĕ ытла пĕчĕкленеççĕ, пĕтĕмпе - 36,8 млрд. тенке яхăн. Дефицит виçи те самай пысăк - 3,4 млрд. тенкĕ ытларах. Чăн та, çитес икĕ çулта вăл палăрмаллах чакмалла.

Хамăрăн тупăшсен тỹпи ỹсет, çакна Светлана Александровна НДФЛ, пурлăхран, усламран илекен налуксен калăпăшĕ пысăкланассипе сăлтавланă. Уйрăммăн илсен, 11 млрд. тенкĕ ытла вĕрентỹ сферине каять. Ку - çитес çулхи бюджетăн 30 процентне яхăн. Ытти тăкакпа пĕрле шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсемпе шкулсем тума та укçа палăртса хунă.

Социаллă политикăна пурнăçлама 7,7 млрд. тенке яхăн уйăрĕç - бюджетăн 21 проценчĕ. Çурт-йĕр строительствине уйăракан тăкаксем те курăмлă. Çав шутра - вăрçă ветеранĕсене, тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерме, юхăннă çуртсенче пурăнакансене куçарма палăртнă. Ял хуçалăхĕ валли - 784 млн. тенке яхăн. Çул-йĕр фончĕн енчĕкĕ 2,6 млрд. яхăн тенкĕлĕх пулĕ. Финанс министрĕ республика бюджетĕнчен муниципалитетсене паракан трансфертсем кăçалхинчен пысăкрах пуласса шантарчĕ - 12,7 млрд. тенке яхăн.

"Кам хушма укçа кирлине аргументсемпе усă курса сăлтавласа параймасть - республика бюджетĕнчен пулăшасса кĕтни вырăнсăр," - асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

Лару ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне ырланипе вĕçленнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика