АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотиксен çулне пỹлер

03 октября 2014 г.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе виççĕмĕш кварталшăн наркотике хирĕçле комисси ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта ĕç тăвакан влаç, право сыхлав органĕсен представителĕсем, наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службăн районсем хушшинчи Канашри пайĕн оперуполномоченнăйĕ, районти прокуратурăран хутшăннă. Ларăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те чĕннĕ.

Наркотик витĕмĕнчен тухайман, реабилитаци курсне ирттернĕ, çав шутрах ирĕке туртса илнĕ çĕртен хăтарнă çынсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшни çинчен ĕçе вырнаçтаракан службăн районти центрĕн тĕп инспекторĕ Регина Степанова паллаштарнă.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа - "Çĕнĕ Пуянкасси тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсем халăхпа наркомани профилактики тăвассипе тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе ĕçлени çинчен" асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Николай Васильев тата Виталий Петров каласа панă. Ял тăрăхĕсенчи профилактика ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - халăхра сывă пурнăç йĕркин пахалăхĕсене çирĕплетесси, ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă пур учрежденире те наркоманипе, эрехпе иртĕхнипе тата табак туртнипе кĕрешессипе тата вĕсен çулĕсене пỹлессипе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Вĕсенче сывлăхшăн ырă мар япаласемпе усă курни мĕн патне илсе çитересси çинчен тематика стенчĕсем те йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕсенче, паллах, йĕркесĕр çемьесемпе, унта е кунта учетра тăма пултаракан çамрăксемпе ĕçлеççĕ, вĕсене тĕрĕс çул çине кăларма тăрăшаççĕ. Культура учрежденийĕсене, спорт сооруженийĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçсене çамрăксене явăçтараççĕ.

Владимир Алексеевич наркотиксен çулне пỹлессипе профилактика ĕçĕсене пур ял тăрăхĕнче те тимлĕ пурнăçласа пымаллине палăртнă.

Б.БОРИСОВ,

полици уйрăмĕ.

Х Х Х

Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем иртнĕ уйăхăн юлашки эрнисенче тĕрлĕ япалапа наркăмăшланнă 61 çын больницăна пынă, вĕсенчен 15-ĕн выртса сывалма тивнĕ, 20-ĕн психотроплă япаласемпе наркăмăшланнă уйрăмлăхсем пулнă.

Пĕри сăрă-симĕс тĕслĕ япала ĕçнĕ хыççăн "васкавлă пулăшу" çитнĕ çĕре пурнăçран уйрăлнă, ун пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика