АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитательсем те хисепре

03 октября 2014 г.

Воспитательсем те хисепре

 

Пирĕн районти шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсенче 49 воспитатель тăрăшать. Пĕчĕк шăпăрлансемшĕн вĕсем амăшĕ вырăнĕнчех. Кашнин валлиех кирлĕ сăмах тупăнать ăшă чунлăскерсен.

Çак кунсенче шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсен ĕçченĕсем Тушкилти ача садне пухăнчĕç. Çурта темиçе çул каялла юсаса хута янăччĕ. Кĕске вăхăтрах кунта тăрăшакансем шалта та, тулаш енче те тивĕçлĕ тирпей-илем кĕртме пултарнă. Территорине пырса кĕрсенех тĕрлĕ чечек куçа илĕртет. Акăш, тĕрлĕ чĕр чунсен кĕлеткисем те пур унта.

Ушкăнсенче хăтлă. Ачасен вылямалли, канмалли кĕтессене килĕшỹллĕ йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕ пепкисем кашни кунах мĕн ĕçленине курса киленме пултарать.

Ача садне çỹрекенсем хăнасене тĕрлĕ сăвă-юрă, ташă парнелерĕç.

Вĕрентỹ пайĕн ертỹçи Олег Ломоносов пухăннисене профессиллĕ уявпа саламларĕ. Вĕсен ĕçĕ чи пархатарлисенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Малашлăхшăн тăрăшса ĕçлеме çирĕп сывлăх, хавхалану сунчĕ. Ачасене воспитани парас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн, чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн

Раççей Федерацийĕн вĕренỹ Министерствин Хисеп грамотипе чысланă:

Татьяна Григорьевна Шакинана, Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача сачĕн воспитательне.

Район администрацийĕн Хисеп грамотипе:

Надежда Григорьевна Козлована, Элпуçĕнчи ача сачĕн воспитательне.

Инна Петровна Краснована, Тĕмерти ача сачĕн заведующине.

Вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотипе:

Надежда Егоровна Иванована, Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача сачĕн воспитательне.

Вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн Хисеп грамотипе:

Наталия Николаевна Цыганована - Тушкилти ача сачĕн заведующине.

Алина Витальевна Орешникована - Çĕнĕ Пуянкассинчи ача сачĕн заведующине.

А.ИВАНОВА,вĕренỹ пайĕн методисчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика