03 октября 2014 г.
Шкулсенче социаллă педагогсем ĕçлеме пуçлани вунă çул та иртрĕ ĕнтĕ. Анчах нумайăшĕ юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕсен професси уявĕ пулнине пĕлмест те пулĕ. 2009 çулхи май уйăхĕнче Копенгагенри конференцире социаллă педагогсен Пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тума йышăннă. Тĕрлĕ йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ ачасене психологипе педагогика пулăшăвĕ парас ĕçре вĕсен тỹпи пысăк.
Пирĕн районта 12 социаллă педагог ĕçлет. Вĕсенчен нумайăшĕ аслă пĕлỹллĕ, чылай çул шкулта ĕçленĕ вĕрентекенсем. Тăваттăшĕ, çĕнĕ специальноçпа аттестаци тухса, пĕрремĕш категорие тивĕçнĕ.
Социаллă педагог - аслисемпе ачасем хушшинчи хутшăнусене йĕркелеме пулăшаканĕ, ачасен прависене тĕрлĕ çĕрте хỹтĕлекенĕ. Вăл çемьесемпе тачă çыхăнса ĕçлет, кашнин нуши-хуйхине чĕрене илсе пулăшма васкать. Шкулти профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пырать, ашшĕ-амăшĕпе воспитани ыйтăвĕсене сỹтсе явать. Сывлăха çирĕплетес, çамрăксене тĕрĕс çул çине тăратас, сиенлĕ йăласенчен сирес, патриотизм туйăмĕсене аталантарас тĕлĕшпе те сахал мар тимлет вăл.
Хисеплĕ социаллă педагогсем! Професси уявĕпе сире чун-чĕререн саламлатăп, ĕçре ăнăçу, тимлĕх, çемьере килĕшỹ сунатăп.
Эсир тăрăшнипе кашнин ачалăхĕ хаваслă, пуласлăхĕ çутă та сывă, телейлĕ пултăр.
В.БЕЛОВА,диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ.