АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсене чысларĕç

03 октября 2014 г.

Вĕрентекенсене чысларĕç

 

Çак кунсенче район администрацийĕн залĕнче вĕрентỹ ĕçĕнче палăрнă учительсене чысларĕç.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, вĕренỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов саламларĕç, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕç.

Районти учительсен кăçал йĕркеленĕ хорĕ тата искусствăсен шкулĕн вĕренекенĕсем, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарса, илемлĕ юрăсем парнелерĕç.

Вĕрентỹ ĕçне аталантарма пысăк тỹпе хывнăшăн наградăланă:

Раççей вĕрентỹ Министерствин Хисеп грамотипе:

Луиза Нефалимовна Самсонована, Тăвай, физика.

Владимир Никитич Кучерова, Тĕмер, истори.

Чăваш Республикинчи конкурсра çĕнтернĕшĕн 20 пин тенкĕ илмелли свидетельствăпа:

Владислав Всеволодович Моисеева, ачасен пултарулăхне аталантаракан центр педагогне.

Район администрацийĕн Хисеп грамотипе:

Тамара Геннадьевна Феклинана, Мучар, математика.

Лидия Петровна Морякована, Тушкил, чăваш чĕлхипе литератури.

Светлана Павловна Куракинана, Чутей, вырăс чĕлхипе литератури.

Ольга Геннадьевна Григорьевана, Енĕш Нăрваш, истори.

Вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотипе:

Светлана Игоревна Александрована, Элпуç, кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.

Ирина Николаевна Петрована, Элпуç, вырăс чĕлхипе литератури.

Паянхи куна пирĕн районти вĕрентỹ ĕçченĕсем тата çакнашкал наградăсене тивĕçнĕ:

"РФ тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята - 1;

"ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ" - 10;

"ЧР вĕрентỹ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" - 3;

"РФ вĕрентỹ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" паллă - 26;

"Вĕрентỹ ĕçĕн отличникĕ" - 3;

РФ Президенчĕн Грантне 10 учитель тивĕçнĕ;

ЧР Президенчĕн Грантне - 9.

А.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика