03 октября 2014 г.
Çанталăк кĕр еннелле сулăннине пула ирхине самай сулхăн. Час-часах тавралăха тĕтре карать. Ирхи сивĕ сывлăшра чан сасси уççăн янăрать. Кĕçех кĕлĕ пуçланмалла. Района кайсан тăтăшах чиркĕве кĕрсе тухма тăрăшатăп. Кашни кĕмессерен ăшра темĕнле хавхалануллă, çĕкленỹллĕ туйăм çуралать.
Акă, нумай-нумай çуртасен хушшинче чунтан кĕл тăвакан Николай Аттен хулăн сасси янăраса каять. Йĕри-тавралла тинкеретĕп. Ытларах - сас-чỹ кăлармасăр, таçта инçетелле, куç сиктермесĕр пăхса кĕл тăвакан çынсем. Ăçталла тинкереççĕ-ши вĕсем? Малашлăха-ши? Е пулса иртнине аса илеççĕ-ши? Вĕсен шухăшĕсене эпир пĕлеймĕпĕр. Мĕнле туйăм туртать-ха чиркĕве çынсене? Юлашки вăхăтра çамрăксем те чылаййăн унта. Хăшĕсем çуртасем лартаççĕ. Чылайăшĕн - ывăç тулли çутмалли çурта. Теприсем пĕр хускалмасăр тăраççĕ. Халăх чиркĕве ытларах çỹреме пуçланин сăлтавĕ - паянхи пурнăç тата чун ыйтăвĕ-хушăвĕ. Чиркỹре пĕтĕмпех тĕлĕнмелле илемлĕ тата темĕнле вăрттăнлăх туйăмĕ те пур пек. Çуртасемпе турăшсем çинчен куç илес килмест. Юрлани мĕне тăрать? Кĕлĕ вĕçленсе пырать. Хăшĕсем çылăхĕсене каçарттарса Турă юнĕ сыпса тасалаççĕ. Николай Атте хăш-пĕр çынсем юлашки вăхăтра йăнăш çулпа кайнин сăлтавĕсене уçса парса сивлесе калаçать. Сăмахран, эрех-сăрапа туслашнă, хулиганла ĕçсем тунă çамрăксене мĕнле тỹрĕ çул çине тăмалли çинчен тĕплĕн ăнлантарать. Пурнăç çулĕпе кăлтăксăр та сулмаклăн утма вĕрентсе ырă канашсем парать. Чиркĕве çỹрекенсем çине Турă шывĕ сирпĕтсе кĕлĕ вĕçленнине пĕлтерет. Унтан хăватлă чан сасси янăрама тытăнать. Халăх чан айнелле пуçтарăнать. Киле кайнă чухне вара çăмăлланса, хавхаланса, шанса утатăн. Чиркĕве çỹресен ăшри тунсăх пусăрăнать, ăш-чик, чун-чĕре лăпланнă пек туйăнать. Эпĕ шутланă тăрăх, çынсем ытларах мĕнле те пулин хуйхă сиксе тухсан е чир-чĕр асаплантарма пуçласан чиркĕве çỹреме тытăнаççĕ. Кашни хăйне майлă канлĕх е хỹтлĕх шырать. Ĕçре, ытти çĕрте, виççĕмĕшсем - чиркỹре. Паллах, пурнăçра темĕн те килсе тухма пултарать. Ырă çынпа канашласан, хуйха пĕрле пайласан хăвна çăмăлрах туятăн. Чиркỹре яланах лăпкă калаçаççĕ. Çуртасем сутакан та яланах ăшă кăмăлтан калаçать. Канашсем парса та пулăшать. Вăл кунта чылайранпа ĕçлет. Çапла вăл пурнăç.
Х Х Х
Виçĕм кун, акă, Тăвайри чиркỹре Канаш, Улатăр епархийĕсен епископĕ Стефан собор служби ирттерчĕ. Ăна пирĕн тăрăхран тухнă, Красноярск епископĕ пулнă, тĕншĕн пысăк асап тỹснĕшĕн çветтуйсен шутне кĕртнĕ Амфилохие халалланă. Чиркĕве халăх йышлăн пухăннă. Нумайăшĕ унтан çутă сăн-питпе тухрĕ.
В.ЕГОРОВ.