АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавас иртрĕ

03 октября 2014 г.

Хавас иртрĕ

 

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕм çĕр-шыв воспитатель кунне паллă турĕ. Çĕнĕ Пуянкассинчи ача садĕнче те чысларĕç çак куна. А.Орешникова заведующи пурнăçра тата ĕçре ăнăçусем сунса саламларĕ воспитательсене, коллективри ытти ĕçченсемпе ачасене. В.Григорьева тĕрлĕ конкурссем хатĕрленĕ. Çапла "Хăмпăна хăпарт" конкурсра Р.Филиппова çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Т.Ефимова та хăйне евĕрлĕ конкурсра çĕнтерчĕ. Чи типтерлисен шутĕнче Л.Казакова пулчĕ: вăл çĕр улмине хăвăрт та тирпейлĕ шуратрĕ. "Туп мана" шỹтлĕ конкурсра, çăнăх ăшĕнчен алăсемсĕр пылак приз тупса, И.Краснова палăрчĕ. Кĕрпе суйлассипе Л. Еремеева мала тухрĕ. Хупланă куçсемпе чечек ỹкерсе В.Сядорова çĕнтерчĕ. Спорт конкурсĕнче Г.Иванована çитекенни пулмарĕ.

Юрăсем те, ачасен ăшă кулли те хитрелетрĕ уява. Юлашкинчен ача садĕнчи поварсем хатĕрленĕ пылак кукăльсемпе чей ĕçсе сăйланчĕç воспитатель кунне хутшăннисем.

В.ГРИГОРЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: конкурс саманчĕ.

Сăн ỹкерчĕкĕ авторăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика