АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăрурисем уявра

03 октября 2014 г.

 

Район администрацийĕн пĕчĕк залне те Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне паллă тума пухăнчĕç.

Аслă ăрурисем хушшинче район администрацийĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем. А.Алексеева, Р.Гурина, Е.Павлова, З.Тихонова, В.Шакров, М. Яковлев, В.Герасимов, А.Шишов тата ыттисем те иртнине аса илме пухăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ халĕ те ĕçсĕр лармасть.

"Ват çынсене пурăнма лайăх майсем тăвасси - влаç органĕсемпе обществăн тĕп тĕллевĕ. Чăваш Республикинче ăна пурнăçлассишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Халăхăн социаллă ыйтăвĕсен нумай профильлĕ учрежденийĕсен тытăмĕ Чăваш Енре пурăнакан ватăсене кирлĕ пек пулăшупа тивĕçтерме май парать, çакнашкал пулăшăвăн шучĕ тăтăшах анлăланать. 2014 çулта республикăри социаллă сферăна аталантарма 6,5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă",- тенĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе саламланă май.

-Район экономикине аталантарассишĕн харпăр хăй вăхăтĕнче вăй хунă вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, пенсионерсене, анне-аттесене тата ыттисене залра ларакансене, килейменнисене Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр сире. Чылай тăрăшрăмăр Тăвай ен чечеклентĕр тесе. Малашне вара тата пысăкрах тĕллевсем пурнăçламалла. Вăй çитнĕ таран эсир обществăлла ĕçсене татах хутшăнасса шанатпăр. Ку уяв сире çулсем пирки аса ан илтертĕр. Яланах çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмлă пулăр, - çапла саламларĕ уяврисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке.

Ытти тухса калаçакансем те чылай ăшă сăмах каларĕç. Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне ырлăхпа хисеп кунĕ тесе улăштарма сĕнекенсем те пулчĕç уявра. Ятарлă оборудованипе тĕрлĕ çулсенче ỹкернĕ сăн ỹкерчĕксемпе паллаштарчĕç.

Тăвайри искусствăсен шкулĕнче хушма пĕлỹ пухакансем ветерансен чун-чĕрисенче хаваслă туйăм çуратрĕç.

Г.ЕГОРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика