03 октября 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне Тушкилте тата Ямпулатра пурăнакансем ялти библиотекăра ирттерчĕç.
Уява Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Оксана Максимова тата Наталия Якимова инспектор ертсе пычĕç. Аслă ăрури çынсем сахал мар пухăнчĕç вулавăша. Вĕсене ялти хĕрарăмсен тата пенсионерсен совечĕн председателĕсем Наталия Степановапа Нина Александрова, информаципе культура центрĕн ертỹçи Наталия Георгиева саламларĕç.
Ватăсенчен интервью илчĕç малтан, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Аслисем тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕç. Кăмпасен ячĕсенчен çимелле маррисемпе наркăмăшлисене суйларĕç тата ытти вăйăсене вылярĕç хăнасем. Пилешрен шăрçа хатĕрлессипе тупăшрĕç тата.
Уява ертсе пыракансем пухăннисене çавра сĕтел хушшине чĕнчĕç юлашкинчен, пĕрле пылак чей ĕçрĕç. Тав туса килĕсене саланчĕç хăнасем.
А.АЛЕКСАНДРОВА.