АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "СЫВĂ ПУРНĂÇ - ЫРĂ ПУРНĂÇ" КОНКУРС Пĕрле утатпăр

03 октября 2014 г.

"СЫВĂ ПУРНĂÇ - ЫРĂ ПУРНĂÇ" КОНКУРС Пĕрле утатпăр

 

Тăвай ялĕнче пурăнакан хăш-пĕр пенсионерсем килĕсенче кичемленсе ларма юратманнине пĕлеççĕ ĕнтĕ вулакансем. "Надежда" клуб ларăвĕсене, хорпа юрлама, тĕл пулусене çỹреççĕ тата ытти мероприятисем пирки те манмаççĕ вĕсем.

Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне кăçал вĕсем урамра ирттерме тĕллев тытрĕç.

Халăха социаллă пулăшу паракан центр ертỹçи Александр Степанов пурне те уявпа саламларĕ, "скандинавилле" утассин йĕркипе паллаштарчĕ. Спорт тумĕ тăхăннă, йĕлтĕрçĕсен туйисене тытнă пенсионерсем ял тăрăх пĕрле çĕкленỹллĕ кăмăлпа утрĕç. Уçă сывлăшра вĕсен кăмăл-туйăмĕ чылай çĕкленчĕ. "Скандинавилле" утассине йĕркелекенсене тав турĕç кайран аслă ăрури çынсем.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Тăвайри пенсионерсем "скандинавилле" утнă хыççăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика