АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Парăмçă" операци вĕçленчĕ

03 октября 2014 г.

 

Административлă производствăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - административлă штрафсене вăхăтра шыраса илесси, наказани витĕм кỹнипе право йĕркине çĕнĕрен пăсассинчен сыхланасси, вăл профилактика мелĕ пулса тăни.

2014 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне Тăвай районĕн полици уйрăмĕ (ГИБДД енĕпе шута илмесĕр) пурĕ 101830 тенкĕлĕх административлă штраф хунă, 116000 тенкĕ (иртнĕ çулхисемшĕн тỹленине те шута илсе) шыраса илнĕ. Çавăнпа 113,9 процента çитсе кайнă штрафсем шыраса илни. Пĕлтĕрхи çав тапхăрти кăтартăвĕ - 84,5 процент. Штрафсем шыраса илнин проценчĕ пысăк пулсан та, çапах та хăш-пĕр граждансем хăйсене пырса тивекен административлă штрафсене вăхăтра тỹлеме тăрăшмаççĕ.

Çакна шута илсе, Чăваш Республикин территорийĕнче, çав шутра пирĕн районта та, 2014 çулхи сентябрĕн 22-29-мĕшĕсенче шалти ĕçсен органĕсем хунă административлă штрафсене шыраса илмешкĕн "Парăмçă" ("Должник") операци иртрĕ.

Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркисене пăсни çинчен калакан Кодексĕнче 20.25 статья пур, унпа килĕшỹллĕн штрафа РФ КоАПĕпе палăртнă срокра тỹлеменшĕн административлă штраф суммине икĕ виçе чухлĕ пысăклатса пама, анчах пĕр пин тенкĕрен кая мар е вун пилĕк талăк таран сроклăха хупма, е аллă сехет таран сроклăха обязательнăй ĕçсене явăçтарма пултараççĕ.

РФ КоАПăн 32.2 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн яваплă çыннăн административлă штраф пани çинчен постановлени вăя кĕнĕ хыççăн 60 кунран кая юлмасăр е тỹлев срокне РФ КоАПăн 31,5 статйипе килĕшỹллĕн тăснă вăхăт е парăма тỹлессине темиçе срока уйăрни иртнĕ хыççăнах тỹлемелле.

Штрафа асăннă вăхăтсенче тỹлесе татман пулсан, право йĕркине пăснă çын хăйĕн хăтланăвĕпе каллех административлă право йĕркине пăсать, çавăнпа ăна РФ КоАПăн 20.25 статйин 1 пайĕпе административлă яваплăх тыттараççĕ.

Законпа пăхнă срокра административлă штрафа тỹленине кăтартакан информаци пулмасан, полици сотрудникĕ РФ КоАПăн 20.25 статйин 1 пайĕпе пăхнă право йĕркине пăсни çинчен протокол çырать. Çапла, "Парăмçă" операци вăхăтĕнче полици сотрудникĕсем районти суд приставĕсемпе пĕрле парăмçăсене тупассипе тата штрафсем шыраса илессипе пĕрлехи мероприятисем ирттернĕ. Полици сотрудникĕсен маларах асăннă статьяпа 4 административлă протокол çырма тата мерăсем йышăнмашкăн миравай суда ярса пама тивнĕ. 2014 çулхи 9 уйăхра РФ КоАПăн 20.25 статйипе 16 административлă протокол çырнă, иртнĕ çулхи çак тапхăршăн - 6 протокол. Çавăнпа штрафсене вăхăтра тỹлеме тăрăшăр.

В.ФЕДОРОВ,районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика