03 октября 2014 г.
Сентябрĕн 28-мĕшĕнче пирĕн ентеш, чăвашсен паллă çыравçи, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ Валентина Андреевна Эльби вилсе кайрĕ. Декабрĕн 18-мĕшĕнче вăл 101 çул тултарнă пулĕччĕ.
Валентина Андреевна Кивĕ Пуянкасси ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн пĕлĕве Кавал шкулĕнче (Вăрмар районĕ) тăснă. 1930 çулта Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах вĕренсе пĕтерме май килмен. Пăртасри участок больницинче медсестрара, 1932-1934 çулсенче Куславкка районĕнчи, 1934 çултан республикăри "Канаш" (халĕ "Хыпар") хаçатсен редакцийĕсенче ĕçленĕ. Виçĕ çула яхăн хаçат редакцийĕсенче ĕçлеме хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ хыççăн 30 çула яхăн Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи радиовещани комитетĕнче ача-пăча передачисен редакторĕнче тăрăшнă.
Пирвайхи калавĕсем республикăри хаçат-журналсенче 1946 çултан пичетленме тытăннă. Пĕрремĕш кĕнеки - "Куçса çỹрекен çурт" - 1956 çулта кун çути курнă. 1960 çулта ăна "Детгиз" Мускавра вырăсла пичетлесе кăларнă. Унтанпа кĕнеке хыççăн кĕнеке калăпланă çыравçă, васкамасăр. Калавсенчен пуçланăскер пысăк жанрлă произведенисем - повеçсемпе калавсем - çине куçнă. Утмăлмĕш çулсенче "Эпĕ халь телейлĕ", "Чĕнтĕрлĕ кĕпер" повеçсем, 1989 çулта "Пулас кинсем", 2002 çулта "Качча кайсан" романсем пичетленнĕ. Çирĕм ытла кĕнеке авторĕ В.Эльби. Ача-пăча кăна мар, çитĕннисем те юратсах вулаççĕ вăл çырнисене. Унăн произведенийĕсем çăмăл вуланаççĕ, вĕсенчи сăнарсем ырăпа, чĕрĕлĕхпе, туслăхпа, тỹсĕмлĕхпе палăрса тăраççĕ. Унăн произведенийĕсем, радиопередачисем çинче пĕр ăру кăна мар воспитани илсе çитĕннĕ. Çыравçă пултарулăхне "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн (икĕ хутчен), Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисемпе палăртнă. Вăл - Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Валентина Андреевна Эльби вулакансемпе, тăван ялпа, районпа яланах тачă çыхăну тытма тăрăшнă. Кăмăллă çыннăн, пултаруллă çыравçăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ, кĕнекисем халăхра пурăнĕç.
Юлташĕсен ушкăнĕ.