АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен - лайăххисен шутĕнче

30 сентября 2014 г.

Чăваш Ен - лайăххисен шутĕнче

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă Оренбургри канашлăва хутшăннă.

Ларура федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсенчи вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Пурнăç промышленноç предприятийĕсене модернизацилесе çĕнетсе пынă условисенче ĕç кадрĕсем тата вăтам сыпăкри специалистсем хатĕрлес ĕçĕн пахалăхне ỹстерме ыйтать. Чăваш Республики ресурс центрĕсем йĕркелес тĕлĕшпе тĕллевлĕ те тухăçлă ĕçлекен регионсен шутне кĕнĕ. Чăваш Енри ĕç паракансем вĕренỹ заведенийĕсен вĕренỹ программисене хатĕрлеме те хастар хутшăннине палăртнă. Çавăн пекех Чăваш Республики - педагогсен тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕсен шалăвне ỹстерессине туллин пурнăçланă виçĕ регион шутĕнче.

Округри канашлăвăн ларăвне хутшăннисем ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва та тишкернĕ. Предприятисем, вăл шутрах оборона-промышленноç комплексĕ валли те професси кадрĕсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă, вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмĕн тухăçлăхне ỹстермелли çул-йĕре палăртнă. Ку тĕлĕшпе ĕç паракансене те явăçтарма пăхнă. Чăваш Енре преподавательсемпе производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем предприятисенче, организацисенче тата професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсен ресурс центрĕсенче те стажировкăра пулаççĕ. "Промтрактор" УАО никĕсĕ çинче инженерипе педагогика кадрĕсен квалификацине ỹстермелли Центр туса хураççĕ.

Г.ИВАНОВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика