30 сентября 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр сире. Пирĕн системăра нумай çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă эсир. "Тăвайри кооператив" потребобщество экономики çирĕпленсех пытăр тесе хăвăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Харпăр хăй ĕçĕнче ырă тĕслĕх кăтартса тĕрлĕ наградăсене, çамрăксен хисепне тивĕçлĕ пулнă, хаклă ветерансем. Эпир, халь ĕçлекенсем, сирĕн харсăрлăха малалла тăсатпăр, тăрăшулăхăрпа мухтанатпăр.
Ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатпăр. Ан кулянăр, ан чирлĕр, кăмăл-туйăм тăнăçлăхĕ сирĕнпе юнашар пултăр ялан.
"Тăвайри кооператив" потребобщество