30 сентября 2014 г.
Ыран, октябрĕн 1-мĕшĕнче, Тăвайри Михаил Архангел чиркĕвĕнче пирĕн тăрăхран тухнă (Нăрваш сали), Красноярск епископĕ пулнă, вăтăрмĕш çулсенче лагерьте асап тỹссе вилнĕ (1937 ç.) хыççăн çветтуйсен йышне кĕртнĕ Амфилохие асăнса собор кĕлли пулать. Ăна Улатăр тата Канаш епархийĕсен епископĕ Стефан владыка ирттерет. Службăна çавăн пекех тĕрлĕ чиркỹсен пачăшкисем, дьяконсем хутшăнаççĕ.
Служба ирхине 8 сехетре пуçланать. Районта пурăнакансене юн кун кая юлмасăр Михаил Архангел чиркĕвне чĕнетпĕр.
Николай атте - Тăвай чиркĕвĕн настоятелĕ.