30 сентября 2014 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе çак кунсенче виçĕ тав çырăвĕ килнĕ.
Малтанхи çырăвне РАВВн ĕç тăвакан директорĕ Е.В.Довлатова çырнă. Раççейри водоканалсен VII конференцине ирттерме лайăх условисем туса панăшăн тав тунă.
Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче ĕçлекенсем тата хулара пурăнакансем çуран çỹрекенсем валли 1300 метр чухлĕ тротуар тума пулăшнăшăн тав тунă.
Муравленко хулинчи чăвашсен "Пĕрлĕхлĕх" наципе культура автономийĕ çырнă виççĕмĕш çырăва.
В.ВАСИЛЬЕВ.