АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹçе саламланă

30 сентября 2014 г.

Çĕнтерỹçе саламланă

 

Иртнĕ кĕçнерни кун пенсионерсем компьютерпа ĕçлесе нумай енлĕ тупăшассипе Мускавра йĕркеленĕ чемпионат вĕçленнĕ. Пирĕн районти Тăрмăш шкулĕнче истори тата обществознани предмечĕсемпе пĕлỹ паракан Вячеслав Гаврилович Сидоров ăнăçлă хутшăннă унта. "Патшалăх услугисем Порталпа ĕçлесси" номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăнă педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Ăна "Раççейри пенсионерсен Союзĕ" обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн ларăвĕнче чысларĕç. Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ умĕн пухăнчĕç РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн залĕнче организацин ялсенчи председателĕсем.

Чемпионат Раççейри Г.В.Плеханов ячĕллĕ экономика университетĕнче Пенси фончĕ, ытти министерствăсем пулăшнипе иртнĕ, икĕ куна пынă вăл.

Компьютерпа ĕçлесе нумай енлĕ тупăшма Раççейри 59 регионтан, Бельгинчен, Словакинчен, Белоруссинчен, Казахстанран, Узбекистанран, Абхазинчен тата ытти çĕр-шывсенчен пурĕ 130 ытла пенсионер хутшăннă.

Вĕсене тĕрлĕ ĕçсем тума сĕннĕ. Калăпăр, "Госуслуги. ru" Портал пулăшнипе врач патне йышăнăва кĕме мĕнле çырăнмаллине тата квитанцисем тỹлемеллине тупмалла.

Иккĕмĕш кунхине вара ĕçлĕ вăйă иртнĕ. Пенсионерсемпе студентсем вăй виçнĕ. "Консультант Плюс" система пулăшнипе мăшăрланмалли килĕшỹ тунă командăсем, упăшкипе арăмĕн ответлăхĕ пирки ыйтусем çине хуравланă. 18:16 шутпа аслисем çĕнтернĕ.

- Аслă ỹсĕмрисем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ пире ялан. Лайăх общество - пĕршухăшлăх обществи. Унта кашни ăру телейлĕ пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнасси пирĕнтен хамăртан килет, - палăртнă РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец.

Пенсионерсем компьютерпа ĕçлесе нумай енлĕ тупăшассипе Мускавра ирттернĕ конкурс - Раççейри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри. "Аслисене информацисемпе ытларах тивĕçтермелле" текен шухăша "Раççейри пенсионерсен Союзĕ" обществăлла организаци 2011 çултанпа сĕнет. Федераци Совечĕн социаллă политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Валерий Рязанский, РФ ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Максим Топилин, РФ Пенси фончĕн Правленийĕн председателĕ Антон Дроздов, Г.В.Плеханов ячĕллĕ университет ректорĕ Виктор Гришин, РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Козырев тата ыттисем тухса калаçнă чемпионатра.

Çỹлерех асăннă аслă шкула мероприяти ирттерме ăнсăртран суйласа илмен. Пенсионерсене вĕрентмелли "Университет", "Серебряное поколение" ятлă ятарлă программа хатĕрленĕ унта. Кăçал май уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă унпа вĕсем.

Аслă ăрурисене ку енĕпе пулăшма Раççейри пенси Фончĕ тата "Ростелеком" УАО "Интернет Азбуки" ятлă кĕнеке хатĕрлесе кун çути кăтартнă. Ăна кăларма информатика вĕрентекенĕсем, педагог-методистсем, геронтологсем тата психологсем хутшăннă. Ку учебникăн электронлă тĕслĕхĕпе www.azbukainterneta.ru портал çинче паллашма пулать.

Çакăн пирки пухăннисене Мускаври чемпионата хутшăннă Тăрмăш шкулĕн вĕрентекенĕ В.Сидоров каласа кăтартнă. Медальпе, дипломпа, хаклă парнепе таврăннă вăл çĕр-шывăмăр тĕп хулинчен.

-Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ çывхарнă тапхăрта пысăк конкурсра çĕнтерсе районти пенсионерсене савăнтартăр эсир, Вячеслав Гаврилович, чаплă парне кỹтĕр, - терĕ "Раççейри пенсионерсен союзĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн ертỹçи А.Алексеева ларăва малалла тăсса.

Алевтина Михайловна организаци аслă ăрурисен уявне лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илни пирки пĕлтерчĕ, ĕç планне пурнăçласа пыни çинчен каласа кăтартрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке те сăмах илчĕ çакăн хыççăн. Тăрмăшри В.Сидоров учителе пысăк çитĕнỹ тунă ятпа саламларĕ вăл, малашлăхра ăнăçусем сунчĕ, Тав çырăвĕ пачĕ.

Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Л.Яковлева та ăшă сăмахсем каларĕ Мускаври чемпионатра çĕнтернĕ В.Сидоров учителе ырă сунса.

Ыттисем те юлмарĕç, Вячеслав Гавриловича тата чаплăрах çитĕнỹсем тума хавхалантарчĕç.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçу малалла тăсăлнă çакăн хыççăн.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Тăрмăшри вăтам шкулта ĕçлекен В.Сидоров учителе саламланă хыççăн.

А.НИКИТИНА сăн ỹкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика