30 сентября 2014 г.
"Раççей - спорт патшалăхĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарассипе ĕçлекен Канашăн ларăвне ирттерессипе тăрăшакан йĕркелỹ комитечĕ пухăннă тунти кун. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынă ăна, спорт мероприятийĕсем пирки те сăмах пынă унта. ГТО нормативĕсене паракансен фестивалĕ пулнă Шупашкарта канмалли кун. Пирĕн районти спортсменсем те ырă тĕслĕх кăтартнă ку енĕпе. Йăнтăрчăри вăтам шкул стадионне те чупма юратакансем пухăннă. Малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Хайдукова ырă суннă вырăнти спортсменсене. Пĕтĕм Тĕнчери "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртесси пирки пĕлтернĕ, асăннă мероприяти республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каланă.
1-3 классем хушшинче М.Иванова (2 кл.), А.Нилова (3), Д.Хайдукова (2), М.Михайлов (3), Д.Александров (3), А.Иванов (3) малти виçĕ вырăна тухрĕç.
4-5 класра вĕренекенсенчен Д.Архипована (5 кл.), К.Иванована (5), Н.Воробьевана (4), П.Петрова (5), Д.Семенова (5), П.Ананьева (5 кл.) çитекенни пулмарĕ.
В.Петров (6 кл.), Т.Шаклин (6), С.Воробьев (6 кл.), А.Лаптина (7), А.Евдокимова (7), Г.Андреева - 6-7 классен çĕнтерỹçисем.
8-9 классенчен вара чи маттуррисем В.Конова (9 кл.), Д.Иванова (9), В.Александров (8), Д.Архипов (8), А.Александров (9) пулчĕç.
10-11-сенчен чупура К. Емельянова (11 кл.), Т.Петрушкова (10), М.Григорьева (10), П.Александров (11) Е.Михайлов (11), Н.Емельянов (10) çĕнтерỹçĕсен картлашкисем çине улăхрĕç.
50 çулчченхи хĕрарăмсем те çамрăксенчен юласшăн пулмарĕç. И.И.Егорова, А.Е.Владимирова, А.С.Степанова чи малтан вĕçлерĕç дистанцие.
50 çултан иртнĕ хĕрарăмсенчен малтан чупса тухнă В.Н.Яковлевана, Г.П.Васильевана, Г.П.Тимофеевана алă çупса кĕтсе илчĕç куракансем. 50 çултан иртнĕ С.А.Петрушков вĕрентекен те çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме пултарчĕ.
Маттуррисене пурне те дипломсем, медальсем, асăнмалăх парнесем панă. Чупăва хатĕрленĕ Н.П.Степанова, А.Н.Моряков спонсора тав тунă спорт уявĕнче.
И.ФЕДОРОВ.