30 сентября 2014 г.
Пирĕн районти "Медвежий угол" кану базинче ЧР туризма аталантарассипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи Советăн ларăвĕ пулнă иртнĕ эрнере.
Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке кĕтсе илнĕ. Районта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнă вăл.
ЧР турист отраслĕ 2014 çулхи ултă уйăхра мĕнле аталанни çинчен культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Иван Иванов пĕлтернĕ. Иван Петрович пурне те Пĕтĕм тĕнчери туризм кунĕпе саламланă.
"Зеленая усадьба" общество директорĕ Михаил Горбатин ял туризмĕн объекчĕсем çинчен каласа кăтартнă. "Медвежий угол" кану базин управляющийĕ Людмила Лукина турист комплексĕн ĕç планĕ çинчен каласа панă. Пухăннисем кайран Енĕш Нăрваш ялĕ çывăхĕнчи турист базипе тĕплĕн паллашнă, унти лару-тăрупа кăмăллă юлнă.
А.ИВАНОВ.