30 сентября 2014 г.
"Ял ĕçченĕ" хаçатăн иртнĕ номерĕнче Кивĕ Пуянкассинчи Елена Николаевна Алексеевана мăшăрĕ Юрий Степанович, амăшĕ, ачисем, хунямăшĕ, тăванĕсем çур ĕмĕрхи юбилейĕпе ырă сунса саламларĕç-ха.
Чăннипех те тивĕçлĕ вăл ăшă салама: хăйĕн сăпайлăхĕпе те, ăш пиллĕхĕпе те, типтерлĕхĕпе те, тараватлăхĕпе те. Ăна хунямăшĕ те савать пулсан, ыттисем пирки калама та кирлĕ мар ĕнтĕ. Чылай вăхăт ĕçлет Елена Николаевна Кивĕ Пуянкасси ялĕнчи райпо лавккинче. Çынсем ăна чылайăшĕ сатур та вашават пулнăшăн, тавар туянакансемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшнăшăн, хăйсемпе тарават пулнăшăн, таварпа кал-кал тивĕçтернĕшĕн кăмăллаççĕ.
Суту-илĕве пуçăниччен маларах Елена Николаевна хăйĕн пĕлĕвне, ăсталăхне ỹстерме тимленĕ, çине тăрсах Шупашкарти коопераци техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн шут ĕçĕнче тăрăшнă. Вăхăт иртнĕçемĕн прилавок умне тăнă. Магазин заведующийĕ вăл халь, çамрăк сутуçăпа Оксанăпа пĕрле тивĕçтереççĕ ялти халăха. Плансене яланах тултарма тăрăшаççĕ. "Ку вăл пирĕн ĕçе хаклама май парать", - тет заведующи. Хам та суту-илỹ тытăмĕнче ĕçлесе курнăран, ăнланатăп: сутуçăсене кунĕпе ура çинче пулма пĕртте çăмăл мар.
-Ялта пурăнакансене, ытти çынсене таварпа туллин тата кăмăла каймалла тивĕçтересси малти планра пирĕншĕн, - тет Елена Николаевна.
Эпир те ăнăçусем сунар вĕсене çак пархатарлă ĕçре.
Ф.ПЕТРОВ.