АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕскен

30 сентября 2014 г.

 

Чăваш Енри 5 шкул Раççейри ялти икçĕр чи лайăх шкулсен йышне кĕнĕ. Ку вăл Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул, Йĕпреçри тата Патăрьелти 1-мĕш номерлĕ шкулсем, Вăрмарти Г.Е.Егорова ячĕллĕ тата Вăрнарти 2-мĕш номерлĕ шкулсем. Вĕсенче вĕренсе пĕтерекенсен хатĕрленỹ шайĕ пысăк.

Спорта халăх хушшинче сарас тата çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççейри "Ĕçлеме тата хỹтĕлеме хатĕр" ("Готов к труду и обороне") физкультурăпа спорт комплексне çĕнĕрен пурнăçа кĕртме йышăнни чи кирлĕ утăмсенчен пĕри пулса тăрать. ГТО значокĕн çĕнĕ тĕслĕхне Шупашкар хулинче октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форум пынă вăхăтра презентацилеççĕ.

Хусанта Тутар Республикин писательсен Союзĕн Г.Тукай ячĕллĕ клубĕнче тутарсен паллă поэчĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Муса Джалилĕн Шупашкарта чăвашла кун çути курнă "Моабит тетрачĕсем" кĕнекине презентациленĕ.

Чăваш Енрен унта чăваш халăх поэчĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Порфирий Афанасьев, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Раиса Сарпи, "Моабит тетрачĕсен" тулли вариантне чăвашла куçарнă Валерий Туркай хутшăннă.

Г.Тукай ячĕллĕ клубра çав каç Муса Джалиль сăввисем чăвашла та, тутарла та янăранă. Кĕнеке уявне юрă-ташă та пуянлатнă.

Чăваш наци музейĕнче "Пирĕн Крым" выставка ĕçлет. Унта "ТАСС фотохроники" архивĕнчи сăн ỹкерчĕксемпе усă курса çур утравăн ĕмĕрхи историне кăтартнă. Унта 50 ытла фотографи тăратнă.

Республикăра ачасен 75,2 процентне шкулчченхи вĕрентĕве явăçтарнă. Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕрпỹ хулисенче ку кăтарту тата пысăкрах.

Кăçал 2016 вырăнлă шкулчченхи 14 вĕренỹ организацине хута яма, пуррисене тĕп юсав туса 1060, çурт-йĕрсемпе эффективлă усă курса тепĕр 340 вырăн тума палăртнă.

2014 çул вĕçлениччен Чăваш Енре "Халăх асăрхавĕ" портал ĕçе кĕрĕ. Çĕнĕ интернет-ресурс республикăра пурăнакан кашни çыннах хăйĕн ыйтăвĕпе республика Правительствине тỹрех информаци яма май парать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика