АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьене упрама тăрăшмалла

30 сентября 2014 г.

 

Республика Пуçлăхĕ чăваш çемйисене çирĕплетсех пырассипе йышăну кăларнăччĕ. Ăна пурнăçа кĕртсе пынă май иртнĕ кĕçнерни кун Тăвай енре асăннă ыйтупа çавра сĕтел йĕркелерĕç.

Уйрăлассине сахаллатассипе тата çемьесене çирĕплетессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернине сỹтсе яврĕç асăннă ларура. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ, халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ Л.Аввакумова, РФ пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Л. Яковлева, Тăвайри больницăн тĕп врачăн çумĕ Т.Игнатьева, диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ В.Белова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе çумĕсем, ĕçе вырнаçтаракан службăн, çул çитменнисен ĕçĕсен комиссийĕн, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке асăннă тема питĕ актуаллă пулни пирки каларĕ, çемьесемпе лайăхрах çыхăну тытмалли пирки аса илтерчĕ.

Уйрăлакансен 76,6 проценчĕ йывăр лару-тăруран тухмалли утăм тесе шутлать çемьене аркатнине. Малтанхи çичĕ çулта ытларах (53,7 процент) çыхăну тытма пăрахаççĕ мăшăрсем. 19,5 проценчĕ 20 е ытларах çул пурăнсан та уйрăлнă. Хĕрарăмсен пуçарăвĕпе нумайрах (83 процент) арканаççĕ çемьесем. Пĕр-пĕрне ăнланманнипе, пурнăç çине тĕрлĕрен пăхнипе уйрăлакансем сахал мар. Шанманнипе çемьесем арканни вара - иккĕмĕш вырăнта. Мăшăрсенчен пĕри алкогольлĕ шĕвекпе ашкăннăран тата çемье пуçĕ пусмăрне чăтайманран та пĕр-пĕрне курайми пулаççĕ упăшкипе арăмĕ. Çак кăтартусене ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ В.Новикова илсе кăтартрĕ.

-Алкоголизмпа кĕрешессине вăйлатмалла пирĕн, - терĕ Тăвайри больницăн тĕп врачăн çумĕ Т.Игнатьева. Диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ В.Белова асăннă темăна малалла тăсрĕ.

Тушкил тата Чутей ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем П.Захаровпа Г.Куклов та тухса калаçрĕç çакăн хыççăн.

Ачаллă çемьесене патшалăх тивĕçлĕ пулăшу пани пирки РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн тата райадминистрацин социаллă пулăшу паракан пайăн начальникĕсем Л.Яковлевапа Л.Аввакумова ăнлантарчĕç.

Çемье пĕлтерĕшне ỹстерессипе тата тăрăшарах ĕçлеме йышăну турĕç ларурисем.

Районти çичĕ çамрăк çемьене федерацин тата республикăн капиталĕсене илмелли сертификатсем пачĕç юлашкинчен.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика