30 сентября 2014 г.
"Тавах ырă çынсене, йывăр вăхăтра пĕрле пулнăшăн, вăй-хал парса тăнăшăн", - тет Тăвайра пурăнакан Лидия Григорьева.
Коляска туртса çичĕ çулхи мăнукĕпе урамра уçăлса çỹренине тăтăшах куратăн ăна. Инвалид пулнипе мăнукĕ хăй тĕллĕн утаймасть.
Даниил хăнана пыракансене савăнса кĕтсе илет. Пĕлтĕр Тăвай шкулĕнчи кĕçĕн класра вĕренекенсем кăмăлне уçса хăварнăччĕ.
"Екатерина Михайлова нотариуса, унпа пĕрле ĕçлекен Марина Тиникова, Наталия Меньшикова специалистсене тав тăвас килет", - тет редакцие хаçат илме пынă хĕрарăм. Л.Григорьева район хаçатне чылайранпа ĕнтĕ альтернативлă майпа çырăнса илет. Ывăлĕ Константин шахматла выляса "Ял ĕçченĕ" хаçат парнине пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ.
Хăнасем ачана парнесемпе кăмăлне çĕклерĕç. Пĕчĕк турник, гимнастика мечĕкĕ ỹт-пĕве çирĕплетме пулăшĕç. Сас паллисем ỹкернĕ пĕчĕк сĕтел, тен, вулама хăнăхтарĕ. Пылак кучченеçсемшĕн те ăшă чунлă аппасене тав тунăн ытарлăн сăнарĕ Даниил.
(Хамăр инф.).