АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Художник музейре пулчĕ

30 сентября 2014 г.

 

Çак кунсенче Тăвайри краеведени халăх музейĕнче СССР художникĕсен Союзĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ В.Арапов пулчĕ.

Владимир Яковлевич Тăвай районĕнчи Вырăс салинче çут тĕнчене килнĕ. Кушкă ялĕнче çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕнĕ.

"Цветет куст", "На току", "Хлебы", "Последний помол", "Моя старая лодка" - В.Араповăн паллă ĕçĕсем.

Республикăра иртнĕ картинăсен "Большая Волга", "Многоликая Россия" тата Раççейри "По родной стране" ятлă куравĕсене хутшăннă пирĕн ентешĕмĕр. "Золотая Палитра" ятлинче вара художник Диплом илме тивĕçлĕ пулнă. А.С.Пушкинăн "Капитанская дочка" тата ытти авторсен кĕнекисене илемлетме те хутшăннă.

Владимир Яковлевич кăçал 70 çул тултарнă, вăй-халĕ çителĕклĕ унăн, акварельпе ỹкерет хăйĕн ĕçĕсене. Пирĕн ялти музейпа вăл пуçласа паллашрĕ. Районта çавнашкал пуян музей пурришĕн тĕлĕнчĕ. В.Арапов художник этнографи залĕнчи экспонатсемпе питĕ интересленчĕ, Галя мăшăрĕпе Геннадий пиччĕшне вĕсем пирки ăнлантарса пачĕ. Н.К.Сверчков, М.С.Спиридонов, П.М.Меркурьев, А.Альфонс, Н.Н.Никоноров художниксен ĕçĕсем умĕнче чылайччен чарăнса тăчĕ хăна.

Владимир Яковлевич музейре пулнă хыççăн хăйĕн пĕр ĕçне парнелеме тĕллев тытрĕ. Мари Республикинче пурăннă май çак ĕçе вăл Чăваш художество музейĕн директорне Г.Козлов ентешĕмĕре пурнăçлама сĕннĕ. Геннадий Васильевича эпир çак кунсенче кĕтетпĕр.

С.СЕРГЕЕВА,Тăвайри музей директорĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика