26 сентября 2014 г.

Сентябрĕн 19-20-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ХIII инвестици форумĕн "Раççей Европăпа Ази хушшинче: паянхи условисенчи çĕнĕ регион политики" темăпа йĕркеленĕ пĕрлехи ларăвне тата ĕçлĕ тĕл пулусене хутшăннă.
Чăвашсен
проекчĕ
чи лайăххи
Малтанах форума пухăннисен умĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тухса калаçнă. Вăл Раççейĕн экономикăпа политика лару-тăрăвĕнчи улшăнусене палăртнă. Стратеги тĕлĕшĕнчи партнерсем улшăнаççĕ, çĕнĕ рыноксем йĕркеленеççĕ. Азири çĕр-шывсемпе - чи малтанах Китайпа, Японипе, Индипе - тытакан хутшăнусем çирĕпленеççĕ. Çак лару-тăрура хамăр çĕр-шыв бизнесĕ тĕп тĕрев пулса тăмалла.
Чăваш Ене илес пулсан, вăл ял хуçалăх производствине пулăшас тата аталантарас, импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Чăваш Ен Китайпа пĕрлехи проектсем пурнăçлать. Нумаях пулмасть ют çĕр-шыв инвестицийĕсене пулăшмалли саккун проектне йышăннă, вăл чикĕ леш енчи компанисене хăйсен çĕнĕ проекчĕсене Чăваш Енре пурнăçлама май парĕ.
Лару хыççăн Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец "Обязательствăсене мĕнле пурнăçламалла, ăнăçу мĕнле тумалла" темăпа дискусси ирттернĕ. Социаллă сфера аталанăвĕн малашлăхне сỹтсе явнă.
Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программин конкурсне "Лекотека - вăйă территорийĕ" проектпа хутшăннă. Ку - аталану енĕпе чăрмавсем пур ачаллă çемьесене психологипе педагогика енĕпе пулăшмалли тытăм. Ольга Голодец пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин проектне "Çынлăх" номинацире чи лайăххи тесе йышăннă, ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева çĕнтерỹçĕ дипломне панă.
Банкпа тачă
çыхăнса
Сентябрĕн 19-мĕшĕнчех инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Перекет банкĕн правленийĕн председателĕ, президенчĕ Герман Греф банкпа Чăваш Республики тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.
Унпа килĕшỹллĕн, Перекет банкĕ Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене, пурăнмалли çурт-йĕр тумалли программăсене хутшăнĕ, индустрипе инноваци инфратытăмне, агропромышленноç комплексне, энергетикăна, çыхăнупа телекоммуникаци тытăмĕсене, транспорта аталантарма пулăшĕ. Чăваш Ен территорийĕнче наукăпа тачă çыхăннă, пысăк технологисене тĕпе хуракан инвестици проекчĕсем пурнăçлама палăртнă.
Герман Греф Чăваш Ен кризис тапхăрĕнче ипотекăна субсидилемелли опытпа усă курнă пирвайхи регионсенчен пĕри пулнине аса илтернĕ: "Çак опыт хăйне тỹрре кăларчĕ, эпир федерацин мĕн пур субъекчĕпе çавнашкал килĕшỹсем тума пуçларăмăр. Çавна май çурт-йĕр туянассин тытăмĕнче ипотека тỹпи 10-11-тен 30_35 процент таран ỹсрĕ",- пĕлтернĕ Герман Греф.
"Кунашкал килĕшỹсем бизнес аталанăвне витĕмлетеççĕ. Перекет банкĕн клиенчĕсене ыранхи куна шанма пай параççĕ. Экономикăн чăн секторĕн аталанăвĕ пирки чылай калаçатпăр. Чăваш Енре Перекет банкĕн кредит портфелĕнчи 60,2 млрд. тенкĕрен 50 млрд. тенки - шăпах экономикăн чăн секторĕн тỹпи, ытти - потребительсен рынокĕн пайĕ", - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.
Ипотека кредичĕсен процент виçине субсидиленине кура Чăваш Енре çак пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансен шучĕ палăрмаллах пысăкланнă. 2011 çулта пĕтĕмпе 4,8 млрд. тенкĕлĕх 5,9 пин ытла ипотека кредичĕ панă. 2013 çулта вĕсен шучĕ 9,1 пинрен иртнĕ - 10,4 млрд. тенкĕлĕх. 2014 çулта та халех ỹсĕм палăрать.
"Чăваш Енре пурăнакансем ипотека кредичĕсене шанасси çирĕпленчĕ. Патшалăх 4) чухлĕ субсиди пани ипотека кредичĕн потребительсен рынокĕнчи хакне чакарать, çамрăк, пĕчĕк тупăшлă çемьесене хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма май парать", - пĕтĕмлетнĕ Республика Пуçлăхĕ.
Килĕшỹсем тунă
Сочири Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕн пирвайхи кунĕнче Чăваш Ен делегацийĕ Раççейĕн виçĕ регионĕпе - Севастополь хулипе, Ставрополь крайĕпе, Ямал-Ненец автономи округĕпе - тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹсене алă пуснă. Енсем экономика, социаллă пурнăçпа культура çыхăнăвĕсене аталантарма хатĕррине çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах кашни регион хăйĕншĕн пĕлтерĕшлĕ самантсене те палăртнă.
Севастополь хулин губернаторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Меняйло палăртнă тăрăх, Севастополь Раççейĕн пур регионне те çыхăнтарса тăрать. "Кунта мĕн пур халăх çыннисем, çав шутра Чăваш Ен представителĕсем те служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă, пурнăçлаççĕ тата пурнăçлĕç", - тенĕ вăл.
Ставрополь крайĕн губернаторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Владимиров ял хуçалăхĕ енĕпе çыхăнăва çирĕплетмелли, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли çинчен каланă.
Ямал-Ненец автономи округĕн губернаторĕ Дмитрий Кобылкинпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пенсие тухнă, пурăнмалли вырăна улăштарас кăмăллă граждансене куçармалли программăна пурнăçлас енĕпе çыхăну тытса ĕçлессине сỹтсе явнă. Унашкаллисен йышĕнче Чăваш Енре çуралнисем те нумай. Унсăр пуçне республикăри электротехника кластерĕн предприятийĕсем нефтяниксемпе газовиксене пĕчĕк вольтлă аппаратурăпа, РЗА хатĕрĕсемпе, ытти электротехникăпа тивĕçтереççĕ.
Килĕшỹсене алă пуснисем регионсен тачă çыхăну тытса ĕçлемелли майсем анлă пулнине палăртнă.
Тепĕр кунне Михаил Игнатьев тата РФ промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Денис Мантуров ЧР Министрсен Кабинечĕ тата асăннă министерство тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. "Килĕшỹ пирĕн министерствăна тата Чăваш Ене çĕнĕ индустрисене аталантарас, пысăк технологисене тĕпе хуракан производствăсем, çĕнĕ предприятисене укçа хывакан инвесторсене хавхалантаракан механизмсем йĕркелес енĕпе пулăшасса шанатпăр", - тенĕ Денис Мантуров.
Крым Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Аксеновпа тунă килĕшỹ Чăваш Ен тата Крым правительствисем суту-илỹпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăçпа культура енĕпе килĕштерсе ĕçлессине çирĕплетет. Сергей Аксенов Чăваш Ен халăхне Крыма куçăм тапхăрĕнче тĕрев панăшăн тав тунă.
Рейтинг - чăн хаклав
"Сочи-2014" форум программипе килĕшỹллĕн шăмат кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççейри ЖКХ" уйрăм çынсен инвестици хывмалли çĕнĕ условисем" дискуссие хутшăннă. ЖКХна çĕнетмелли инвестицисене сỹтсе явма Раççей Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак, строительствăпа ЖКХ министрĕ Михаил Мень хутшăннă.
Тĕл пулура палăртнă тăрăх çĕр-шывра çак отрасльте шанчăклă та тупăшлă бизнес хывмалли нормăпа право никĕсне йĕркеленĕ. Кăçалхи 9 уйăхра ЖКХ сферине 330 млрд. тенкĕ ытла инвестици хывнă. 2014 çулта ăшăпа, электричествăпа, шывпа тивĕçтерес енĕпе 31 концесси килĕшĕвĕ тунă.
Дмитрий Козак отрасле уйрăм çынсен инвестицийĕсене явăçтарма Правительство пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ, вĕсем регионсен тата муниципалитетсен шайĕнче чăн ĕçе кỹлĕнмешкĕн май параççĕ.
Çав кунах Михаил Игнатьев рейтинг комитечĕн уçă ларăвĕнче пулнă, унта РФ субъекчĕсенчи инвестици климачĕн наци рейтингĕн пилот тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Ларăва Стратеги пуçарăвĕсен агентствин эксперчĕсем, Раççей регионĕсен ертỹçисем, бизнесменсем хутшăннă, Мускаври "Сколково" шкул ректорĕ Андрей Шаронов сăмах каланă.
Рейтингăн пилот тапхăрне федерацин 21 субъекчĕ хутшăннине палăртнă. Рейтингра - 54 кăтарту. Регионсене вĕсем тăрăх хакланă. Андрей Шаронов рейтинг регионсенчи чăн лару-тăрăва кăтартмаллине, вăл субъектсен инвестици илĕртỹлĕхне лайăхлатмалли тухăçлă инструмент пулса тăмаллине палăртнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй енчен асăннă рейтинг федераци субъекчĕсене хăйсен вăйлă та хавшак енĕсене объективлă хаклама пулăшни çинчен каланă. "Чăваш Енĕн çут çанталăкăн пысăк ресурсĕсем çук. Тĕп вырăнта - çынсем, ăс-хакăл капиталĕ. Çавăнпа инвестицисене çыншăн хыватпăр," - тенĕ вăл.
Михаил Васильевич предпринимательсемшĕн ирĕк паракан документсем илес енĕпе йывăрлăх пурришĕн кăмăлсăрланни пирки каланă. "Çак тытăм туллин йĕркеленмен. Хăш-пĕр полномочие регионсен шайне хăюллăнах пама пулать", - тенĕ вăл Чăваш Ен инвестици климачĕн наци рейтингне хутшăнма хатĕррине палăртса.
Энергетикăпа строительство
Протоколпа пăхнă мероприятисемсĕр пуçне Михаил Игнатьев Сочире энергетика министрĕпе Александр Новакпа тĕл пулнă, Çĕнĕ Шупашкарти "Хĕвел" ОООра хĕвел модулĕсен производстви пирки калаçнă. Çавăн пекех электротехника промышленноçĕн аталанăвĕ пирки сăмах пуçарнă. ЧР Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти предприятисем потребительсене паха электротехника продукцийĕпе тивĕçтерме хатĕр. Александр Новак çывăх вăхăтра Чăваш Ене килме шантарнă.
Михаил Игнатьев строительство министрне Михаил Мене республикăра граждансене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăна мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă. Пĕрремĕш тапхăрта Чăваш Ен хăйĕн обязательствисене туллин пурнăçланă, ку енĕпе Раççейĕн чи лайăх регионĕсен шутне кĕнĕ. Иккĕмĕш тапхăрта аукционсем ирттернĕ, подряд организацийĕсемпе контрактсем тунă, çурт-йĕр хăпартаççĕ. Тĕслĕхрен, сентябрĕн 12-мĕшĕнче Канашра кивĕ çуртсенчен куçарнисене 65 хваттерлĕ çĕнĕ çурта кĕме уçăсем панă. 2015 çул валли укçа палăртса хунă. Михаил Игнатьев çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанипе паллаштарнă, халĕ капиталлă юсав фондне йĕркелемелли процесс вĕçленсе пыни çинчен пĕлтернĕ.
Республика çавăн пекех федерацин "Раççей çемйи валли - çурт-йĕр" программине пурнăçлама хастар хутшăнать. Унпа килĕшỹллĕн строительсене инженери инфратытăмне тума эконом-класс йышши çурт-йĕрĕн кашни тăваткал метрĕшĕн 4 пин тенкĕ компенсаци тỹлеççĕ.
Транспорт министрĕпе Максим Соколовпа Михаил Игнатьев çул-йĕр аталанăвĕн ыйтăвĕсене, федерацин М-7 трассине реконструкцилессине сỹтсе явнă. Максим Соколов 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне федерацин республика территорийĕнчи пĕтĕм çулĕ 1В категорие тивĕçтерессине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех 2016 çулта Сăр урлă тепĕр кĕпер хывма пуçлассине шантарнă. Шупашкарти Мускав кĕперĕн строительствипе реконструкцийĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.
Тĕрлĕ çăлкуçсемпе усă курса пичете И.ГЛАДКОВ хатĕрленĕ