АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Туризм тата сывлăх"

26 сентября 2014 г.

 

Сывлăх кунĕ хăçан пулать? Çак ыйту çине районти шкулсенче пĕлỹ пухакансем пурте хуравлама пултараççĕ. Кашни коллективрах асăннă мероприятие ирттерессине йăлана кĕртнĕ.

Тăвайри вăтам шкула иртнĕ ытлари кун ачасем спорт тумĕсемпе, кутамккасемпе утрĕç. Пурте шкул умне йĕркеленсе тăчĕç те ирхи зарядка турĕç. Пĕтĕм Тĕнчери "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум Шупашкарта октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче иртни çинчен пĕлтернипе пуçларĕ хăйĕн сăмахне В.Кириллова директор. "Туризм тата сывлăх" проектпа тата ăна пурнăçа кĕртмелли этапсемпе паллаштарчĕ Вера Михайловна.

Ушкăн-ушкăнпа ачасем вăрман еннелле утнине сăнама питĕ кăмăллă пулчĕ. Унтан тĕрĕслевсем пуçланчĕç. Ачасем палаткăсем лартса, канат туртса, вырăнтан сиксе тата ытти тупăшусенче ăмăртрĕç. ГТО нормативĕсене пама та тỹр килчĕ çав кун.

Вунпĕрмĕшсем шкулти сывлăх кунĕ тивĕçлĕ шайра ирттĕр тесе чылай тăрăшнă, интереслĕ заданисем шухăшласа тупнă.

6 "в" класс "Хастаррисем" ята, 7 "б" класс - "Патваррисем", 8 "а" - "Сатуррисем", 9 "а" - "Çаврăнăçуллисем" ятсене çĕнсе илчĕç.

Ачасен пит-куçĕсенче савăнăç йăлкăшрĕ. Поход тăвайсене питĕ кăмăла кайнă. Вăл Чăваш Ен тĕп хулинче иртекен пысăк форума татах çывхартрĕ.

М.АЛЕКСЕЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика